Çак кунсенче Элпуçĕнчи виççĕмĕшпе тăваттăмĕш классен ачисене С.Ф.Константинова вĕрентекен Тăвайри краеведени музейне илсе килчĕ. Унăн заведующийĕ В.В.Федоров ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕ.
Вăл вĕренекенсене залсем тăрăх илсе çÿресе хамăр район историйĕпе паллаштарчĕ.
Çар мухтавĕн залĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пирĕн ентеш П.М.Меркурьев ÿкерсе хатĕрленĕ «Оборонительное сооружение в годы Великой Отечественной войны в с.Янтиково» ятлă диорама умĕнче ачасем чылайччен чарăнса тăчĕç. Хÿтĕлев сооруженийĕсене хăçан, камсем тата мĕнле условисенче туни çинчен Владимир Федоров тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Окопсем чавнă çĕрте ытларах хĕрарăмсемпе ватăрах аçынсем тата 17 çулхи хĕрсем ĕçленĕ. Çĕре наçилккапа йăтнă. Ĕç пĕр самантлăха та чарăнман, канмалли кун та пулман вĕсен. Кĕрхи сивĕ çумăрсенче те, шартлама хĕллехи сивĕсенче те килте тĕртсе тунă, пиртен çĕленĕ кĕпе-йĕм, фуфайка тăхăннă, çăпата сырнă çынсем кĕреçепе лума, пуртăпа пăчка, кирккасене алăран ямасăр çĕршер километр тăршшĕ окопсем чавнинчен ачасем питĕ тĕлĕнчĕç. Тылри халăхăн ĕç паттăрлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ тăшмана çĕнтерсе Аслă çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
Шкул ачисем хамăр ентеш Николай Афанасьев паттăрлăхĕ çинчен Н.П.Уськина библиотекарь каласа панинчен нумай çĕннине пĕлчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ вăл. Кĕнекен пĕр сыпăкне библиотекарь чуна тивмелле вуласа парсан, ачасем ветерансем хаяр вăрçă çинчен каласа панисене, хăйсем вуласа пĕлнисене аса илчĕç.
Экскурси пурне те кăмăла кайрĕ, чăн-чăн хăюлăх урокĕ иртрĕ кунта.