Çак сумлă та паттăр çын çинчен çырса кăтартассăм килчĕ манăн. Альфред Александрович Пимулин 1946 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Чÿкçырми ялĕнче çуралнă. Амăшĕ, Марфа Пимулична Пимулина, 1944 çулта Калинин облаçĕнче госпитальте ĕçленĕ, ашшĕ, Александр Иванович Базерьев (1910-1946 ç.ç.) - вăрçă инваличĕ. Унăн тăван мар ашшĕ П.Н.Самуилов та фронтра пулнă.
А.А.Пимулин малтан Йăнтăрчăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ, 1964 çулта Тăвайри вăтам шкула пĕтернĕ. Унтан ĕçе явăçнă, 1964 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 1965 çулхи майăн 30-мĕшĕччен Кемерово облаçĕнчи Анжеро-Судженск хулинче шахтăра машинист пулса ĕçленĕ. Ашшĕпе амăшне пулăшасшăн пулнă ĕнтĕ çамрăк, пÿрт лартма укçа кирлĕ пулнă. 1965 çулхи çуркунне çак хуларанах Совет Çарне службăна илеççĕ, унта вăл 1968 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕччен пулнă. Çарти должноçĕ - химик-разведчик. 1968 çулта физкультурăпа çар институтĕнче вĕреннĕ. Анчах вĕреннĕ вăхăтрах Чехословакие илсе каяççĕ, унта вăл хăюлăхшăн наградăсене тивĕçнĕ. Хытă аманнă пирки унăн вĕренме пăрахма тивнĕ.
1969 çултан тытăнса вара И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнче пĕлÿ пухать. 1973 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа Тăвайри вăтам шкулта физкультурăпа ОБЖ вĕрентет.
Шкулта ĕçленĕ вăхăтра вĕренекенсемшĕн нумай тăрăшать, вĕсен сывлăхне çирĕплетес, пултаруллă спортсменсем хатĕрлес енĕпе ырми-канми ĕçлет: 3 спорт мастерĕ, 30 ытла спорт мастерĕн кандидачĕ, 30 ытла перворазрядник хатĕрленĕ. Вăл вĕрентнĕ 60 ытла çамрăк çар училищисенчен вĕренсе тухнă. Кашни çулах «Орленок», «Зарница» çарпа спорт вăййисене хутшăнма командăсем хатĕрленĕ. Районти вăйăсенче 25 хут пĕрремĕш вырăн йышăннă, республикăри ăмăртусенчен яланах призсемпе таврăннă. Çак шкулта вĕреннĕ, çара кайма хатĕрленекен çамрăксем пăшалтан персе призсем илнĕ. Чăваш Енри чемпионатра 16 хутчен çĕнтернĕ.
Альфред Александрович хăй те спортпа питĕ туслă. Институтра вĕреннĕ вăхăтрах «Буревестник» ЦСОра йывăр атлетикăпа 3 хутчен чемпион пулнă. Шкулта ĕçленĕ вăхăтра кире пуканĕ йăтнă, 15 хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă, Чăваш Енре 50 рекорд тунă. 1980, 1983 çулсенче кире пуканĕ йăтассипе Раççей Федерацийĕн чемпионĕ, 1980 çулта ку енĕпе Чăваш Енрен 1-мĕш Раççей чемпионĕ пулнă.
Спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн, ачасене пĕлÿпе воспитани парассипе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Альфред Александрович Пимулина «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» (1984 ç.), «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» (1990 ç.) хисеплĕ ятсем панă. Вăл КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотине (1978 çулта), СССР ДОСААФ Тĕп Комитечĕн Хисеп паллине (1985 çулта), икĕ хутчен ВЛКСМ Тĕп комитечĕн Хисеп грамотине (1985, 1988), ЧР Çут ĕç министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă. Альфред Александрович Пимулинăн ĕç стажĕ 45 çул ытла. Тăтăшах юбилей медалĕсемпе наградăлаççĕ ăна. Офицерсен Пĕрлĕхĕ те манмасть, телефонпа шăнкăравласах тăраççĕ. Хăй вĕрентнĕ çамрăксем те манса каймаççĕ, тав сăмахĕсем калаççĕ ăна, килсех çÿреççĕ. «Ĕç ветеранĕ» медале те тивĕçнĕ вăл. Халĕ тивĕçлĕ канура. Кăрлач уйăхĕнче Альфред Александровичăн сумлă юбилей пулчĕ, 75 çул тултарчĕ. Ырлăх-сывлăх, телей сунар ăна.