1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
19 февраля 2021 г. 9:01

Пултарулăхри çитĕнÿсемшĕн

Тăвайри «Асамат кĕперĕ» шкулчченхи учрежденире пултаруллă воспитательсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Наталья Александровна Колоколова.

Ку ача садĕнче 2014 çултанпа, ăна уçнăранпа, ĕçлет Н.Колоколова. Аслă пĕлÿллĕ педагог. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче психолога вĕренсе тухнă. Ĕçленĕ хушăрах çак аслă вĕренÿ заведенийĕнчех шкулчченхи учрежденире ĕçлекен воспитатель дипломне алла илнĕ.

Наталья Александровнана ачасем юратаççĕ, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет вăл. Ачасене пĕр-пĕринпе хутшăнма, вĕсен пултарулăхне аталантарма, тавракурăмне пуянлатма ĕçре çĕнĕ меслетсемпе усă курать. Юмахсем вуласа, акă, ырăпа усала уйăрма вĕренеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн воспитанникĕсем район, республика шайĕнчи ăсталăх конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Иртнĕ çул хатĕрленÿ ушкăнне çÿрекенсем Н.Колоколова ертсе пынипе тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа чылай тупăшура палăрнă. Акă, Валерия Данилова Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалланă «Моя семья в истории Великой Победы» республикăри конкурсра чи лайăх тĕпчев ĕçĕн тетрадьне тăратнă. Пĕтĕм вăй-халне юратнă ĕçе парать вăл. Тăван чĕлхене юратма, чăвашсен ырă йăли-йĕркине упраса хăварма «Асамат кĕперĕнче» чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Чăваш тĕррисемпе те паллаштарнăччĕ аслăрах ÿсĕмрисем. Ачасен ашшĕсемпе амăшĕсем те хисеплеççĕ Наталья Александровнана, вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшать. Нумай ыйту канăç памасть шкула кайма хатĕрленнĕ майăн вĕсене. Воспитательница яланах пулăшуçă: канашсем, сĕнÿсем парать.

Ачасен малашлăхĕ садикре мĕнле вĕрентнинчен те, воспитани панинчен те нумай килет-çке. Тата кашни шăпăрлан патне чун уççийĕ кирлĕ. Çакна лайăх ăнланса, шута илсе ĕçлет педагог-психолог профессине илнĕ çамрăк воспитательница. Хăй те воспитанникĕсемпе пĕрле ăсталăх конкурсĕсенче палăрать. Спорт мероприятийĕсем иртеççĕ-и районта, «Йĕлтĕр йĕрĕ», «Чупусем», субботниксем йĕркелеççĕ-и - Наталья Колоколова яланах малтисен ретĕнче.

Ахальтен мар кăçал Н.А.Колоколова ĕçри, пултарулăхри çитĕнÿсемшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Поделиться:
Распечатать