1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 26 Ноябрь 2024 г.
26 февраля 2021 г. 10:39

Афганистанра çапăçнисен уявĕнче

Салтак-интернационалистсене халалланă куна паллă турĕç иртнĕ эрнере районта. Афганистан вăрçинче Тăвай енри 158 салтак службăра тăнă, вĕсенчен 34-шне орденпа тата медальсемпе наградăланă. Хĕрлĕ Çăлтăр ордена 11 çынна панă, иккĕшне вилнĕ хыççăн.

Пухăннисем малтан Мухтав монуменчĕ умне чечек çыххисемпе кăшăлĕсем хунă. Уявра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов, Канаш хулин тата Тăвайпа Канаш районĕсен çар комиссарĕ Ю.Барышов подполковник, Афганистанри вăрçăра пулнисен, çар суранĕсене пула инвалида тухнисен «Инвалиды войны», «Пограничное братство» тата Раççейри советăн Канаш хулипе районĕнчи Афганистан ветеранĕсен обществăлла организацийĕсен председателĕсем Г.Матвеев, В.Сергеев, Г.Николаев тата ыттисем пулнă, сăмах тухса каланă. Халăха патриотла воспитани парассипе, обществăлла пурнăçра активлăх кăтарнисене тĕрлĕ наградăсемпе хавхалантарнă.

Салтак-интернационалистсен районти организацийĕн председателĕ Н.Сядоров тав тунă уява пухăннисене активлă пулнăшăн.

Афганистан вăрçи вăхăтĕнчи кинокадрсем, чуна çÿçентерекен юрăсем уяврисен кăмăлĕсене хускатнă, иртнĕ пурнăç сăнлăхĕсене куç умне кăларнă. Мероприятие коронавирус чирĕ сарăлассинчен упранакан йĕркене пăхăнса ирттернĕ.

Уяв салтак-интернационалистсен чĕрисенче асаилÿ туйăмĕ çуратнă. Астăвăм çапла çулсерен çирĕпленсе пынă чухне çын хăй те ĕмĕр пурăнать ĕнтĕ.

Поделиться:
Распечатать