1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
26 февраля 2021 г. 10:41

Асăну кăшăлĕ хучĕç

Нарăсăн 22-мĕшĕнче Тăрмăш ял администрацийĕпе шкул çар праçникĕсене паллă турĕç. Вĕрентекенсем, кадетсен класĕ, ял-йыш, çар ветеранĕсем хутшăнчĕç анлă мероприятине.

Палăк умне асăну кăшăлĕ хучĕç, шăплăх минучĕ ирттерчĕç, унтан çанталăк сивĕ пулнипе шкула кĕчĕç.

Малтанах истори учителĕнче ĕçленĕ Вячеслав Сидоров нарăсăн 15-мĕшĕ Афган вăрçинче пулнă совет салтакĕсене асăнмалли кун тата нарăсăн 23-мĕшĕнчи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен праçникĕ çинчен кĕске историпе паллаштарчĕ. Унтан кадетсен класĕ ветерансене саламларĕ, хăйсен юррисемпе савăнтарчĕ.

Çар ветеранĕсен Раççей союзĕн Канаш хулин уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Герман Николаев, Канаш корреспонденчĕ Сергей Семенов, Андрей Терентьев пограничник-ветеран салам сăмахĕсем каларĕç. Александр Васильев, Вячеслав Сидоров çар ветеранĕсене «100 лет ВС СССР» медальсемпе наградăларĕç, хастар кадетсене «Юный патриот» значоксем тата грамотăсем пачĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева та пухăннă хăнасене, шкул ачисене, ял-йыша саламларĕ, çирĕп сывлăх, вăй-хăват, пуçаруллă ĕçсенче çитĕнÿсем сунчĕ. Праçнике ялти çветтуй Микула чиркĕвĕнче ĕçлекен Леонид атте те хутшăнчĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче Афган вăрçинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă. Тăрмăшран çав вăрçăра 12 яш пулнă. Вĕсем çинчен шкул музейĕнче фотостенд тунă. Пуçтарăннă халăха Афган вăрçине хутшăннă ентешсем çинчен ÿкернĕ тата «Турмышское боевое братство» ятлă видеороликсем кăтартрĕç.

Тăрмăш ял тăрăхĕнче çарпа патриотизм ыйтăвĕсемпе çыхăннă пулăмсене вăхăтра паллă туса пыраççĕ, шкул ачисене те яланах явăçтараççĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем яланах пирĕн асрах пулĕç.

Поделиться:
Распечатать