1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 5 Май 2024 г.
26 февраля 2021 г. 10:36

Ăсталăхĕпе палăрнă

Тăвайри халăх краеведени музейĕн заведующийĕ Владимир Валерианович Федоров Чăваш Республикинчи музей ĕçченĕсен професси ăсталăхĕн конкурсĕн II степеньлĕ Дипломанчĕ пулса тăнă. Конкурс регионсем хушшинчи «Музей как ресурс развития территории» фестивалĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Владимир Валерианович - «Куратор выставки» номинаци çĕнтерÿçи.

Наци музейне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти хатĕрлесе ирттерме палăртнă кăçал. Нарăс уйăхĕнче «Музей - туссем валли» акци вăя кĕнĕ, çавна май çынсем музей ĕçĕпе кăсăкланнине кура ĕç вăхăтне 8 сехетчен тăснă. Сăмах май, мартăн 1-мĕшĕнче Тăвайри краеведени музейĕ 35 çул тултарать.

Поделиться:
Распечатать