1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
26 февраля 2021 г. 10:31

Ĕçпе хавхаланаççĕ

-Талăкри сăвăм 1663 килограма çитрĕ, пăруланă май тата лайăх пăхнине кура ĕнесем сĕт хушсах пыраççĕ,-хавхаланса пĕлтерчĕ «Кубнинский» агрофирмăри ĕçсене йĕркелесе пыма пулăшакан Василий Волков.

Ÿсĕмлĕ ĕç савăнтарать ĕнтĕ. 2020 çула ăнăçлă вĕçленĕ кунта. Çак эстафетăна кăçалхи çул хапăл йышăннă, çулталăкăн малтанхи кунĕсенченех кал-кал ĕçлеме тытăннă. Çапла майпа январьте 45,3 тонна сĕт туса илнĕ киччĕсем, иртнĕ çулхи çак уйăхринчен 10,6 тонна нумайрах - ÿсĕм 130,5 процентпа танлашать. Ĕнесен продуктивлăхĕ те 80 килограмм хушăннă пĕр уйăхра. Сĕт кĕтĕвĕ 100 пуçа çитнĕ. Пĕтĕм выльăх йышĕ халь - тăватçĕр пуçа яхăн. Çак шутра - сăвакан ĕнесем те, кĕтĕве çĕнетмелли пушмаксем те, самăртакан ушкăнри выльăхсемпе тĕрлĕ ÿсĕмри пăрусем те. Хура ула йăхри патвар выльăхсем фермăна чăннипех илем кÿреççĕ.

Мĕнпур выльăх икĕ витере вырнаçнă. Иккĕмĕш витене пĕлтĕр октябрьте хута янă. Агрофирма ертÿçи Виталий Петрович Гурин тăрăшнипе объекта хуçалăх укçи-тенкипе реконструкциленĕ. Вите, тĕпрен илсен, выльăхсемпе тулли хальхи вăхăтра, пушă лармасть. Тухса каякан выльăхсем вырăнне теприсене куçараççĕ. Ольга Васильевна Репейкина пăхать вĕсене. Малтан хута кайнă витере те тепĕр ушкăн çамрăк выльăх усрамалăх вырăн йĕркеленĕ. Унта халĕ вăтăр пуç ытла. Надежда Сергеева аллинче вĕсем, унăн тимлĕхĕпе паркаланаççĕ. Çирĕм кунтан аслăрах пăрусем кусем. Тин кун çути куракан сĕт пăрушĕсене вара малтанхи çирĕм кунччен дояркăсем хăйсем пăхаççĕ. Вĕсем хулăн айсарăм сарса панă уйрăмшар клеткăсенче рехетленеççĕ.

Дояркăсем тенĕрен, вĕсем фермăра виççĕн. Ятран-хушаматранах асăнма пултаратăп пурне те, мĕншĕн тесен ку ĕçченсем улшăнса тăмаççĕ, ĕçе чунне параççĕ. Вĕсем - Любовь Александровна Краснова, Светлана Михайловна Иванова тата Людмила Николаевна Краснова. Пурте ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хăнăхса ÿснĕ фермăна, кайран унтах ĕçлеме пынă. «Вунпĕр-вуниккĕрех вун-вун ĕне сунă эпĕ»,-тенĕччĕ пĕррехинче, сăмахран, Любовь Краснова доярка, хальхилле каласан, машинăпа ĕне сăвакан оператор. Амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех ĕне сунă фермăра, ашшĕ те унтах операторта, слесарьте тăрăшнă. Калаçатăп та киччĕсемпе, вĕсем хăйсен ялĕнче агрофирма йĕркелесе, ял çыннисене ĕç вырăнĕсем туса панипе питĕ кăмăллă пулнине каласа параççĕ. «Ишĕлчĕк хуралтăсем вырăнне çĕнĕ витесем çĕкленни, çĕнĕрен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăнни камăн кăмăлне каймĕ. Нимĕн те пулмасан ял та пушанса юлать»,-теççĕ. Халĕ вара, выльăхсен йышĕ хушăнса тата продукци калăпăшĕ ÿссе пынă май, производствăна малалла сарса пырас шанăç та пур. Мĕнех, çакна валли условисем çук мар Киччĕ тăрăхĕнче.

Хĕллехи вăхăтра ферма - хуçалăхри тĕп производство объекчĕ. Çĕр ĕçĕ сезонлă пулсан, фермăра çулталăкĕпех ĕç татăлмасть, продукци туса илессине ÿстерсе пынă май, тупăшĕ те ытларах кĕрет. Çавăнпа тимлĕхĕ те пысăк фермăна. Чи малтанах апатпа тулăх тивĕçтерме тăрăшаççĕ. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче» тени вăл ламран-лама пыракан чăнлăх. Ăратлăх пахалăхĕсем лайăхлансе пырасси те унран нумай килет. Çаксене шута илсе киччĕсем выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ, унран татăк тăратмаççĕ выльăхсене. Сăвакан ĕнесене, сăмахран, люцерна ути, кукуруза силосĕ, тырă фуражĕ, жом параççĕ. Картишне кăларсан, сĕлĕ улăмĕ те çиеççĕ. Жомсăр пуçне, ыттисем пурте вырăнта хатĕрленĕ апат. Çаран ути те пур. Тырă фуражĕ - икĕ-виçĕ культурăран. Утă-улăма рулонласа упраççĕ. Улăм тенĕрен, тулă улăмне те сая ямаççĕ, ăна, капансене рулонласа хунăскере, Çĕрпÿри кайăк-кĕшĕк фабрикине КамАЗĕ-КамАЗĕпех ăсатаççĕ. Çак ĕçсенче Александр Николаевич Афонин механизаторăн тÿпи пысăк. Утă-улăма ытларах вăл пуçтарса рулонланă. Халĕ хăех унпа фермăри выльăхсене тивĕçтерет, уйран илсе кĕрекен улăма та Çĕрпĕве хăех тиесе ярать.Тракторпа пĕр-пĕччен ĕлкĕрет вăл. Выльăхсене утă, силос парать, Галина Шаклинапа Виталий Маркелов авăртса хатĕрленĕ фуража складран фермăна илсе килет, çывăхри уя тислĕк турттарса тухать тата ытти те. «Ял ĕçне чунтан парăннă, кану-мĕнне пĕлмесĕр ĕçлеме пултаракан çын вăл»,-терĕç ун пирки фермăра. Пурăнма та ферма çывăхĕн-че пурăнать вăл. Çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Чăн та, хĕрĕсем ÿссе çитсе пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ.

Сăмах майăн каласан, иртнĕ çул вĕçĕнченпе Александр Николаевичăн тăванĕ Елена Краснова та ферма заведующийĕнче тата осеменаторта ĕçлеме тытăннă.

Çапла, хастар ĕçшĕн вăхăта та, вăй-хала та шеллемеççĕ ферма ĕçченĕсем, хуçалăхăн кăтартăвĕсем те, çавна май хăйсен пурнăçĕ те лайăхланса пыччăр тесе вăй хураççĕ. Çакă вăл пĕртте пуш сăмахсем мар.

Поделиться:
Распечатать