1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
26 февраля 2021 г. 10:37

Районта - массăллă чупу

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2021» ятлă XXXIX чупăва районта нарăсăн 20-мĕшĕнче, 11 сехетре «Аль» спорткомплекс стадионĕнче уçрĕç. Тăвай енри пур ялта та маларах иртнĕ палăртнă массăллă мероприяти. Пурĕ тупăшăва 1500 ытла йĕлтĕрçĕ хутшăннă. Полици сотрудникĕсем обществăлла йĕркелĕхпе тивĕçтернĕ, культура ĕçченĕсем юрласа хавхалану кÿнĕ пухăннисене, волонтерсем хăйсен тивĕçне аван пурнăçланă.

Спортсменсен массăллă чупăвне хутшăнакансене Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Загребаева, район тата администраци пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Михайлов, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Тăвай ен ентешлĕх представителĕ Алиса Тихонова ăнăçлă старт илсе финиша хăвăрт çитме суннă, хăйсем те йĕлтĕр çине тăрса ырă тĕслĕх кăтартнă.

«Тăвайри кооператив» потребобщество коллективĕ хăйсен таварĕпе вĕри чей сĕннĕ спорт уявĕнчисене. Мала тухнă спортсменсене дипломпа, медальпе наградăланă, калпак панă.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» - Пĕтĕм Раççейри массăллă чупусенчен пĕри. Ăна 1982 çултанпа тăтăшах ирттереççĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать.

Поделиться:
Распечатать