1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
26 февраля 2021 г. 10:34

Вакцинаци тутараççĕ

Районта коронавирусран вакцинăн пĕрремĕш уколне 260 çынна тунă, иккĕмĕшне - 123 çынна. «Спутник V» («Гам-Ковид-Вак») вакцинăна çи- телĕклĕ доза кÿрсе килнĕ. Аса илтеретпĕр, 18 çул тултарнă çынсене пандемирен хÿтĕленмелли вакцинăна тÿлевсĕр тăваççĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, республикăра чирлекенсен шучĕ чакнă. Хамăр районпа илес пулсан та инфекциленнисен йышĕ сахалланса пырать, анчах йывăр чирлекенсем нумайрах-ха.

Ĕнерхи кун тĕлне районта хăрушă инфекципе 292 çын чирленине шута илнĕ. 13 çын вилнĕ. Хальхи вăхăтра стационарсенче 8 çын, амбулатори мелĕпе килĕсенче 4 çын сипленет. Инфекциленнисемпе хутшăннă 35 çын карантинра ларать, вĕсенчен 23-шĕ - шкулсенче вĕренекенсем. Юлашки вăхăтра ĕç коллективĕсенче чир ернĕ тĕслĕхсем ытларах пулнă. Çавăнпа та чир паллисем пулсан тÿрех сывлăх сыхлавçисенчен пулăшу ыйтмалла, васкавлă пулăшăва шăнкăравламалла. Ĕçе çÿресе тата мĕн чухлĕ ĕçтеше хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарасси çинчен самантлăха та манмалла мар. Маска режимне те, дистанцие пăхăнассине те никам та пăрахăçламан, санитарипе гигиена нормисене пурин те çирĕп пăхăнмалла.

Çавăн пекех мобильлĕ ушкăнсем рейдсене тухсах çÿреççĕ, йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе протоколсем çыраççĕ.

Поделиться:
Распечатать