1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
26 февраля 2021 г. 10:43

Вăрçă асаппа инкек акнă

2021 çула Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă.

Вунă çул каялла, Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе пĕрле, вăрçă вăхăтĕнче окопсем чавнă тыл ĕçченĕсем çинчен пĕлес шутпа, Матрена Васильевна Степановапа курса калаçнăччĕ. Вăл 1929 çулта Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă. Икĕ çултах тăлăха юлнă. Колхозра вăй хунă, сум шутçăна вĕренсе тухсан налук агенчĕ пулса Пуянкассипе Элпуç ялĕсенче, район хаçачĕн редакцийĕнче, Элпуç шкулĕнче, Çĕнĕ Пуянкасси ял Советĕнче бухгалтерта тăрăшнă. Халĕ ялта, хăш чухне хĕрĕ патĕнче пурăнать.

1941 çулта вĕсен килĕнче Красноармейски районĕнчен окоп чавма килнĕ 3 хĕрарăмпа пĕр арçын пурăннă. Çак хайлава Матрена Васильевна каласа панисене тĕпе хурса çырнă

...Праски алăка питĕ хăвăрт уçса хупрĕ пулин те, раштав сивви пÿрте йăпшăнса кĕме ĕлкĕрчĕ. Çул çинче шăнса кÿт­нĕ хĕр сивĕ пăс урай тăрăх сарăлса майĕпен сирĕлнине курсан, кăштах хĕпĕртерĕ: кăмака хутнă пÿрт сивĕнмен-ха. Кашни каç окоп чавса килсен хĕрсем çурăмĕсене, аллисене ăшăтса тăмпа шуратнă кăмакана тĕл-тĕл тĕссĕрлетнĕ ĕнтĕ. Праски те çав вырăнсем ытларах ăшăннине пĕлсе çинçе пилĕкĕпе тĕртĕн­се тăчĕ пĕр вăхăт. Çав хушăра кунта пурăнакан 12 çулхи Матĕрнене килне кайса килни пирки каласа кăтартрĕ. Хĕрачана Праски паян ытларах, кăмăллăрах калаçнăн туйăнчĕ. Сăлтавне тĕпчемесĕ-рех кăмăлĕ мĕншĕн улшăннине хăех систерчĕ. Ялта вĕсем юнашарти Кайрикас каччипе, Ваçукпа пĕр-пĕрне килĕш­тереççĕ, кăçалхи çуркуннерен вара юрату хăвачĕ вĕсене хăйĕн асамлă тĕнчипе тыткăнларĕ.

Анчах... Анчах Праскипе Ваçукăн, Совет çĕршывĕн каччисемпе хĕрĕсенни пекех çутă ĕмĕчĕсене вăрçă тăвăллă çил евĕр çапса аркатрĕ... Утă уйăхĕн варринче Ваçука, пăшал тытса курманскере, хаяр тăшманпа çапăçма илсе кайрĕç. Унтанпа çур çул иртрĕ. Нимĕçсем Мускав çывăхнех çитрĕç. Ваçук пирки пĕр хыпар та çукчĕ.

Пилĕк-çурăм, алăсем урлă кăмака ăшши пĕтĕм кĕлеткене çемçетсе ячĕ, урасем кăна «ирĕлмен-ха, пÿрнисем хускалмаççĕ». Матĕрне тин тавçăрса илчĕ: «Акă, тăхăн, вăл пĕчĕкех мар»,-тесе хăйĕн кăçаттине хывса Праскине пачĕ. Вăл пĕчĕк хĕр кăмăлĕпе, унăн кăçаттипе ăшăннипе пĕрле чунне тата вĕрилĕх хушас шутпах пулĕ, пиншак кĕсйинчен виçĕ кĕтеслĕ çыру кăларчĕ. Çыру çинче «Проверено военной цензурой 152» штамп пур. Кунашкал штамплă çырусем вăрçă хирĕнчен килеççĕ. Праски сасăпах те улттăмĕш, те çиччĕмĕш хут вулама тытăнчĕ.

«Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕ, 1941 çул.

Сывă-и, юратнă Праçук? Çырăвăн пĕрремĕш йĕркисенче сана, санăн аçупа аннÿне, йăмăкăрсемпе пиччĕрсене, хамăр тантăшсене хĕрÿллĕ салам яратăп. Никамран та çыру илмен. Çара илсе кайсанах Сызрань хули çывăхĕнче виçĕ уйăх вăрçă хĕç-пăшалĕпе çапăçма хăнăхтарчĕç. Халĕ Мускав çывăхĕнче... Ĕнер пирĕн батальон çапăçăва хутшăннă. Çухатусем пысăк. Эпĕ сывах-ха. Каялла чакатпăр. Манпа мĕн пулса иртнине киле таврăнсан каласа кăтартăп. Веçех çырма çук, мĕншĕннине хăвăрах пĕлетĕр.

Юратнă Праçук, пĕрмаях сан çинчен шутлатăп... Нимĕçсене çапса аркатсан иксĕмĕр пĕрлешсе пÿрнĕ кунсене вĕçне çитиех ачасемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнасчĕ.

Эсир мĕнле пурăнатăр? «74-я полевая почта, 1112 СП, 4 стр. рота» адреспа çырса пĕлтерĕр. Хăвăртрах çырсан, тен, çырăва илĕп те. Пысăк çухатусем пирки çар подразделенийĕсем саланаççĕ, урăххисем йĕркеленеççĕ.

Сывă юлăр. Ваççа».

-Салтак каялла чакатпăр тесе çырнă, Праски аппа, атя халех çыру çыратпăр, вĕсем валли окоп чаватпăр тесе, ытлашши ан кулянтăр,-акă тет­радь листи, ручка, чернил...

-Тĕрĕс калатăн, халех çырмалла.

«Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕ, 1941 çул.

Сывă-и, юратнă Ваçук? Санăн çыру пĕр уйăхран ман пата çитрĕ. Маттур эсĕ, Ваçук, нăйкăшмастăн, йывăрлăхсем тÿснине кăтартмастăн. Хĕр-тантăшсем каласа панисенчен пĕлетĕп: шартлама сивĕсенче окопсенче е юр ăшĕнче çывăратăр, апат çитмест, сурансене сиплеме те хăш чухне май çук, хăçан çăвăннине те манса кайнă пулĕ.

Эпир икĕ уйăх ĕнтĕ Тăвай районĕнчи Элпуç ялĕ патĕнче окопсем чаватпăр. Вăрçă хирĕнче те окопсем пирĕнни пекех пысăк-ши? Пире тарăнăшне виçĕ метр ытла, сарлакăшне 5-6 метр чавтараççĕ. Çанталăк питĕ сивĕ тăнă пирки ĕçлеме кашни кун йывăрланса пырать. Малтан юрне хыратпăр, вара йывăç çунтарса тăпрана кăшт та пулин ирĕлтеретпĕр, лумпа тимĕр савăлсене пысăк йывăр мăлатуксемпе çапса, шăннă-тăмлă çĕре ваккăн-ваккăн тĕпретсе аялалла анатпăр. Ĕçе 2 километра çÿ­ретпĕр, ирхине 6 сехетрен каçхине 6-ччен унта. Кунсем кĕске, чылай вăхăт тĕттĕмре ĕçлеме лекет. Бригадăра 35 çынран 23-ĕн юлтăмăр, ыттисем шăнса пăсăлнă, чирленĕ. Ĕçе пăрахма юрамасть. Пире ăнлантарнă: тăшман çывăх. Çавăнпа та эпир йынăшмастпăр, ĕç нормине кашни кун тултаратпăр.

Эпир Пуянкассинчи (хамăр ялсем - Варук, Варвари, Никанур) çынсем патĕнче пурăнатпăр. Хушăран черетпе яла апат-çимĕç илме кайса килетпĕр. Ку хутĕнче эпĕ кайса килтĕм, çавăнпа та санăн çыруна илме тÿр килчĕ.

Çитет пулĕ. Тепрехинче ял хыпарĕсене те çырса пĕлтерĕп. Пирĕнтен хĕрÿллĕ салам! Пирĕн кил хуçи, 12 çулхи Матĕрне, пысăк салам калать. «Нимĕçсене пирĕн яла ан ярăр»,-тет.

Санăн Праçук».

Праски Матĕрнене çырăва шкула кайнă чухне лавкка çине çакнă почта ещĕкне яма халех парса хучĕ...

Никанур, хăлхи начар илтнĕ пирки çара илменскер, лашапа йывăç пĕренесем турттарса ĕшеннĕ ĕнтĕ. Хĕрсенчен маларах таврăнчĕ. Паян кăмака патне пымасан та юрать, ăна пăхаканнисем иккĕн...

Çиччĕ çитеспе Варукпа Варвари килчĕç, пăрланнă çăпатисемпе пиншакĕсене кăмака çине, çумне вырнаçтарчĕç. Ĕçе апатланма чиксе кайнă пĕр чĕлĕ çăкăр тутă нумай тытмасть... Çиес килет.

-Мускав патĕнчи лару-тăру йывăр, нимĕçсем пире хĕсеççĕ. Пирĕн окоп чавнă çĕрте тата тăрăшарах ĕçлемелле,-терĕ Праски тыл ĕçченĕсене хура купăста яшки антарса парса...

...Улăмран тунă вырăнсем çине çывăрма выртсан пĕр хушă шăппăн калаçса илчĕç.

-Пирĕн арçынсем те окоп чаваççĕ, эпир те. Уйрăмлăхĕ - пуля, снаряд, бомба вĕсен сехрине хăпартсах тăраççĕ. Çапла, вăрçă вăл - ватти-вĕтти, арçынĕ-хĕрарăмĕ ырми-канми йывăр ĕçе кÿлĕнни,-вĕçлерĕ калаçăва ыттисенчен аслăрах, çемьеленнĕ Варук.

Тумтирсенчен сĕрĕм, тăпра, тар шăрши çапнă пÿртре шăплăх хуçаланчĕ...

Тăватă сехет çитеспе, черетпе Варвари ирхи тата каçхи апат пĕçерме пикенчĕ. Никанур кăмакана хутса яма ĕлкĕрнĕ.

-Паян ĕнерхинчен сивĕрех, миçе градус-ши/-ыйтрĕ вăл картишĕнчен ытамĕпе вутă пуленки йăтса кĕрсе.

-Ĕнер хĕрĕх терĕç,-хыттăн каламасăр тăватă пÿрне кăтартса ăнлантарма тăрăшрĕ Варвари...

...Каçхине улттă çитрĕ. Праски темĕнле тăрăшрĕ пулин те, каç хушшинче тимĕр евĕр шăнса хытнă çĕр парăнасшăнах пулмарĕ: сантиметр хыççăн сантиметр тĕпренчĕ. Малтанхинчен чылайрах чавасси пулмарĕ пулĕ. Киле таврăнма тухрĕç. Праски кăшт утсан:

-Кĕреçене тĕплĕн пытарса хăвармарăм пулмалла... эпĕ çиччас,-терĕ те ĕç вырăнне каялла кайрĕ...

...Тепĕр вунă кунтан апат-çимĕç илме яла кайма Варука ирĕк пачĕç. Килне çитиччен вăл Праскисен çуртне кĕчĕ, кунта асламăшĕ кăначчĕ. Варук ăна хулпуççинчен тытрĕ те куççуль витĕр каларĕ:

- ...Çурçĕрччен кĕтрĕмĕр Праскине. Çук та çук... Ирхине штаба кайса пĕлтертĕмĕр... шырама ушкăн йĕркелерĕç... вăрман еннелле шăнса хытнă ÿтне тупнă..., - кашни сăмах хыççăн тенĕ пек Варук малалла мĕн каламалли пирки хăраса, чарăна-чарăна тăчĕ,-киле таврăннă чух аташнă ĕнтĕ вăл... Мунча хутса... ÿтне ăшăтса... Тупăк туса... Ялти масара пытартăмăр...

Ваçуксен килĕ те Варуксенчен çывăхрах.

-Кĕрсе тухам-ши?- шухăшларĕ хĕрарăм.

Пÿртре - Ваççа амăшĕ. Вăл чире пула ĕçе тухайман.

-Мĕнле хыпарсем?-ыйтрĕ Варук.

-Хыпар сĕтел çинче,-пулчĕ хурлăха путнă кил хуçин хуравĕ. Унта пĕчĕк хут листи. «Сирĕн ывăл Василий... 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă»-тесе çырнă пĕлтерÿ хутне вуласан, Варук Праски пирки пĕр сăмах та каламарĕ. Ваçук амăшĕ те ним те шарламарĕ.

-Тупăнатех сирĕн Ваççа,-çамрăк хĕрарăм хăйĕнчен аслăраххине шанчăк парнелесе хăварчĕ те, киле чупса кайрĕ...

... 1941 çул вĕçленчĕ кăна. Мĕн чухлĕ вилĕм, асап, çухату, уйрăлу, тыткăн нуши, юратупа курайманлăх... Хаяр вăрçă пирĕн çĕр çинче асаппа

Поделиться:
Распечатать