1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
5 февраля 2021 г. 15:31

Ĕç тени хисепре

Тăрăшса ĕçлесе хуçалăхăн ÿсĕмне хушаççĕ тесе çырнăччĕ эпĕ пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Тушкилти Дмитрий Юрьевич Алексеевăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсем пирки. 2020 çула вĕсем аван кăтартусемпе вĕçленĕ: хуçалăхра сăвакан ĕнесен йышĕ хушăннă, сĕт туса илесси умĕнхи çулхи 180 тоннăран 234,6 тоннăна, аш-какай 3,9-тан 9,5 тоннăна çитнĕ. Сĕт хушăмĕ уйрăмах сулмаклă - 54,3 тонна.

Ăна ытларах ĕнесен продуктивлăхĕ ÿснĕ никĕс çинче туса илнĕ. Умĕнхи çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр кашни ĕне вăтамран 683 килограмм нумайрах сĕт антарнă, çичĕ пин килограма çывхарнă. Лайăх-и? Сăмах та çук, лайăх. Пăрусем те ытларах пăрулаттарса илнĕ. Вĕсем вара, пĕлетпĕр ĕнтĕ, кĕтÿ малашлăхĕ. «Лайăх пăрусене алăран вĕçертместпĕр, ĕне тума çитĕнтеретпĕр»,-каласа парать кунти Валентина Кузьмина доярка. Тĕрĕссипе, машинăпа сăвакан оператор темеллеччĕ пулĕ-ха та, анчах ĕлĕкхиллех çыртăм. Уншăн Валентина Ивановна кÿренмĕ тетĕп. Амăшĕпе пĕрле ачаранах фермăра ÿснĕскер, эпĕ сăнанă тăрăх, чуна парса ĕçлеме те, çынна ăнланма, шÿтлеме те пултарать. Фермăра пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупса, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе харсăрланса ĕçлеççĕ. Çакă вăл ытахальтен каланă пушă сăмахсем мар.

-Мĕнле пулĕ - пĕлместĕп, анчах кăçал пĕлтĕрхинчен те лайăхрах ĕçлес кăмăлпа тăрăшатпăр,-хăй шухăшне пытармарĕ Валентина Ивановна. Хальхи вăхăтра ĕнесем пĕрин хыççăн тепри пăрулаççĕ, февральпе март уйăхĕсенче вара тепĕр вуникĕ ĕне пăру туса памалла, пирĕн- шĕн кашни пăрушка савăнăç, терĕ. Çапла пулмасăр, çамрăк выльăхсен йышĕ хушăннисĕр пуçне, «çăмăлланнă» ĕне сĕт те нумайрах парать-çке. Çавăншăн тăрăшаççĕ мар-и фермăра?!

-Паянхи кун кашни ĕнерен талăкра вăтамран пĕрер пăтран кая мар сĕт суса илетпĕр,-кулленхи сăвăм хушăнса пынăшăн савăнса каласа парать хресчен-фермер хуçалăхĕнче ывăлне пулăшакан Юрий Алексеевич Алексеев.

-Ĕнер те пăруласа пачĕ-ха пĕр ĕни,-савăк кăмăлпа пĕлтерчĕ Валентина Кузьмина доярка.

-Хамăр районти «Акконд-агро фирма» обществăн сĕт юр-варĕ «От Красули» брендпа паллă çынсене. Хăвăрăн кĕтÿри хăш-хăш ĕнене уйрăмах палăрса тăраканнисен шутне кĕртнĕ пулăттăр?

-Пĕрне те хурлассăм килмест ĕнесене, тулăх тăрантарнине кура пурте сĕт аван параççĕ. Çапах та «Маша» тата «Сентябрина» ятлисене уйрăммăн палăртнă пулăттăм, вĕсем тухăçлă, сĕчĕ тутлă,-хавхаланчĕ Валентина Кузьмина. Юрий Алексеевич та кăмăллăн кулса килĕшрĕ унпа. Вĕсен пăрушĕсене те, тивĕçлĕ пăхса çитĕнтерсе, хаваспах тĕп кĕтĕве кĕртеççĕ.

Выльăхсен апат рационĕпе те кăсăклантăмăр: кулленхи менюра люцерна утипе сенаж та, тырă фуражĕ те, çу каяшĕсем те пур. Жомпа жмыхсăр пуçне ыттисене хăйсен хуçалăхĕн уйĕнчех туса илнĕ. Выльăх кăшманĕ те пулнă, анчах вăл халĕ пĕтнĕ. «Ăна нумайрах туса илме çине тăраймарăмăр»,-терĕ Ю.Алексеев. Выльăхсене витере те, кăнтăрла уçă сывлăша кăларсан, картишĕнче те апат параççĕ. Вăхăт çитсен, ĕнесем хăйсемех сумалли аппарат вырнаçтарнă пÿлĕме кĕме черетленеççĕ. Пĕлеççĕ, унта вĕсене пусыпка параççĕ. Тĕрĕссипе каласан, апатран татăк тăратмаççĕ, ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенине асра тытса, тулăх тăрантарма тимлеççĕ. Çапла каларĕç фермăра ĕçлекенсем. Çав вăхăтрах хăйсем сĕт хакĕпе кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕç. «Тыррăн сутлăх хакĕсем пысăкланчĕç-ха, çĕрĕçлекенсемшĕн лайăх ку, тăрăшма хавхалантарать, анчах сĕте, паха юр-вар шутлансан та, тăкакне кура мар йÿнĕ-пе туянаççĕ»,- пăшăрханчĕç вĕсем.

Хуçалăхра, ĕне выльăхсăр пуçне, сыснасемпе сурăхсем те, чăх-чĕп те усраççĕ. Лаша та ĕрчетеççĕ уйрăм витере. Ăйăрпа пĕрле пурĕ вунçичĕ пуç пулнине пĕлтĕмĕр. Хăмламаллисем пур, терĕç.

Д.Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕн выльăх апачлĕх уйĕсемсĕр пуçне тĕш тырă культурисем акса тăвакан çĕрсем те пур, усă куракан çĕрсен лаптăкĕ 300 гектартан иртнине каларĕç. Лаптăксен пысăк пайне кĕркунне сухаласа хăварнă. Кăçалхи тухăçшăн тимлесех çурхи туллăн элита вăрлăхне вунă тонна кÿрсе килнĕ. Пĕлтĕр те çĕнетнĕ урпапа çурхи туллăн вăрлăхĕсене. Удобрени те парĕç ÿсентăрансене. Юр та çусах тăрать, хушма нÿрĕк пухăнать. Çапла вара фермăсен продуктивлăхне те, уйсен тухăçлăхне те ÿстерсе пырас ĕмĕтлĕ хресчен-фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем, вăй хуни харама ан кайтăр, тупăш кÿтĕр, теççĕ.

Поделиться:
Распечатать