1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
5 февраля 2021 г. 15:35

«Хусанкай вулавĕсем» фестиваль çĕнтерÿçи

Иртнĕ çулхи раштавăн 14-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлачăн 18-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе Чăваш халăх поэчĕн П.П.Хусанкайăн ятне халăх асĕнче упраса хăварас тĕллевпе, ăна халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем - 2021» регион фестивалĕ иртрĕ.

Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен тата Самар, Ульяновск облаçĕсенчен пĕтĕмпе 235 ача хутшăнчĕ. Вĕсем П.Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Хĕрÿ тупăшура 82 вĕренекен çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăчĕç.

Çĕнтерÿçĕсен йышне Тăвайри пĕрремĕш

ача садне çÿрекен Елизавета Петрова та кĕме пултарчĕ. Лиза поэтăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине хитре, илемлĕ, янăравлă вулама пултарчĕ.

Пултаруллă пĕчĕк хĕрачана пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр, малашне те маттур пулма сунатпăр!

Поделиться:
Распечатать