1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
5 февраля 2021 г. 15:24

Кашни тивĕçлĕ тÿпе хывтăр

Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухнă. Çак паллă пулăм Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Республика ертÿçи иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехи тĕллевсене палăртнă, пурнăçăн тĕрлĕ сферинчи ыйтусене тарăннăн тишкерсе тухнă.

«Пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç шайне ÿстересси»,-тÿрех палăртнă Олег Алексеевич.

Чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕршыври лару-тăру çинчен каланă, усал кăшăл вирус амакĕ çынсен пурнăçне чылай татнине палăртнă. Пин-пин çынна, COVID-19 чирпе аптăранисене, тухтăрсем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсем парса тивĕçтернĕ, пурнăçне çăлса хăварнă. Ку пархатарлă ĕçсемшĕн сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакан мĕнпур тухтăра ырласа тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Чир-чĕр хăш-пĕр çитменлĕхсене те палăртнă. Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Ен тĕп хулинче ку чухнехи инфекци уйрăмĕ çителĕксĕр пулни палăрнă. Строительство ĕçне 2022 çултан юлмасăр тытăнмалла, унччен хатĕрленÿ ĕçĕсене тĕпрен туса çитерме чĕнсе каланă регион Пуçлăхĕ. Çырура Олег Николаев патшалăх енчен куçакан мĕнпур тĕревсем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.

Вĕренÿ сферине илес пулсан, кăçал Шупашкарти микрорайонсенче, Çĕнĕ Шупашкарпа Кÿкеçре пурĕ çĕнĕ пилĕк шкул тума тытăнмалла. Кунсăр пуçне районсенче пĕр шкулпа пристрой хута каймалла. Ачасене мĕн пĕчĕкренех чăваш чĕлхине ăша хывса пыма методика хатĕрлемеллине, ун валли çĕнĕ кĕнекесем кăлармаллине те палăртнă. Чăваш Республикинче 2021-2022 çулсенче регионти мĕнпур шкулпа вулавăшсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме çĕнĕ кĕнекесем пулмалли çинчен те каланă.

Пуçаруллă предпринимательсен проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кÿмелле, ку тĕлĕшпе хăтлă условисем туса хумаллине асăннă республика Пуçлăхĕ. Экономикăна аталантарас тесен, бизнеса вăй илтермелле, çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçмалла, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлемелле, тенĕ вăл хăйĕн Çырăвĕнче.

Агропромышленноç отраслĕ тата унăн экспортлăх продукци калăпăшĕ çулсерен вăй илсе ÿссе пыни те вăрттăнлăх мар. АПК производстви пĕлтĕр 105 процентпа танлашнă. Гектарсен хăватне ÿстермеллине, малта пыракан технологисене ĕçе кĕртмеллине тата пирĕн тăрăхра хăмла лартса çитĕнтерме лайăх условисем пуррине те палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. «Çĕрулми лартса çитĕнтерессипе, паха вăрлăхсем хатĕрлессипе регион лайăх ĕçлет, апла пулсан, ку енĕпе те çине тăрса ĕçлемелли чылай»,-палăртнă вăл хăйĕн Çырăвĕнче.

Специалистсем хатĕрлессипе, спорт, культура, цифровизаци, çул-йĕрпе строительство, туризм, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе палăртнă ыйтусем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă, кирлĕ пек мерăсем пăхса хăварнă, тĕллевсене пурнăçлама хушнă.

«2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсене халалланă. Вăл вăхăтра хĕрарăмсемпе çамрăксем çав тери йывăр условисенче те хăйсен кăмăл çирĕплĕхĕпе чун хавалне пула çĕршыв умĕнчи пысăк тивĕçе пурнăçланă. Пирĕнте те çав пахалăхсем пур. Апла пулсан эпир те, çав паттăрсен ăрăвне малалла тăсакансем, темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр»,-тенĕ Олег Николаев. Кунсăр пуçне Çырура вăрçă ачисем пирки те каланă. ЖКХ услугисемпе усă курнăшăн тăкакланакан укçасене саплаштарасси те кун йĕркинчех тăнине астутарнă вăл.

«Çырăва кĕртнĕ мĕнпур тĕллевсем республика аталанăвне витĕм кÿреççĕ. Енчен те вĕсене туллин пурнăçласан, пысăк çитĕнÿсем пулĕç. Чи çивĕч ыйтусене, халăх кулленех çĕклекеннисене, пĕрле килĕшсе татса памалла»,-тенĕ Çырăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев.

Палăртса хăваратпăр, паллă пулăма - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăва итлеме 400 ытла хăна хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем,

Раççей Федерацийĕн сенаторĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей Геройĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, предприяти, организаци ертÿçисем, политика партийĕсен, общество, наци культура пĕрлешĕвĕсен тата тĕн представителĕсем пулнă. Мероприяти пирки федераци тата республика шайĕнчи МИХсенче ĕçлекен 55 ытла журналист тĕплĕн çутатса панă, Çырăва халăх патне çитерме тăрăшнă.

Поделиться:
Распечатать