1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
5 февраля 2021 г. 15:27

Малашлăха - ырă шанăçпа

Çирĕм пĕр çул шăкăл-шăкăл, малашлăха ырă шанчăкпа пăхса пурăнаççĕ Чутейри Сергейпа Алина Кабартовсем. Кĕçĕн çырма урамĕнчи хĕрпе каччă 2002 çулта пĕр-пĕрне юратса йăва çавăрнă. Çулсем иртнĕ май çемьене виçĕ «çĕнĕ кайăк» вĕçсе кĕнĕ: 2 ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерет çак туслă мăшăр. Хăйсен вăхăтне ачисене халаллаççĕ вĕсем, килĕнче тăнăçлăхпа ырлăх пултăр тесе пĕтĕм вăй-халне параççĕ.

Асли - Яша, ялта 9 класс пĕтерсен Канашри строительство техникумне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсри яштака пÿллĕ маттур каччăна ырлаççĕ преподавательсем те. Ĕçченлĕхĕпе, çынна пулăшма тăрăшнипе, ырă кăмăлĕпе палăрса тăрать вăл.

Вăталăххи, Аня хĕрĕ, улттăмĕш класра аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Шкулта спорт аталанăвне хăйĕн тÿпине хывать. Районти вăйăсене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнса савăнтарать килтисене. Паллах, кашниех ÿссен кам пуласси çинчен шухăшлать-ĕмĕтленет. Тен, хĕрача çакна вăрттăнлăхра тытать-ха. Ытларах алăра кĕнекепе куратăн ăна.

Кĕçĕнни – Кирилл, 4 çулта кăна-ха. Шкул çумĕнчи хатĕрленÿ уйрăмне çÿрет. Лара-тăра пĕлменскер, хăйĕн çепĕç чĕлхипе пурне те хăй патне туртать. Кукашшĕпе кукамăшĕ те йăпанаççĕ унпа.

Алина Арсентьевна 1982 çулта çуралнă. Чутейри вăтам шкулта 11 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри 2-мĕш номерлĕ училищĕне вĕренме кайнă. «Строительство ĕçĕсен отделка мастерĕ» специальноçа алла илнĕ, Тăвайри «МСО»ра ĕçлеме пуçланă. Анчах пурнăç эпир шутланă пек пулмасть çав. Район больницинче гардеробщицăра, йышăну пÿлĕмĕнче, ача-пăча уйрăмĕнче вăй хума тивнĕ ăна яла ĕçлеме киличчен.

2010 çулта «Чутеевский» ял хуçалăх производство кооперативне дояркăна вырнаçнă та çамрăк хĕрарăм паянхи кунчченех ферма еннелле выртакан çула такăрлатать.

«Ирхине ирех тăрса васкатăп юратнă ĕç вырăнне. 5 сехетчен маларах та çитетпĕр. Хĕллехи вăхăтра кун каçа 3 хутчен те хутлама тивет фермăна,-каласа парать Алина Арсентьевна.- Икĕ хутчен сăватпăр, ăшăрах чухне ĕнесене тула кăларатпăр».

«Чутеевский» ЯХПКра ĕнесен продуктивлăхне ÿстерессишĕн тăрăшакан Елена Куприянова, Валентина Филиппова, Светлана Петрова, вĕсене канмалли кунпа тивĕçтерекен Екатерина Иванова дояркăсен ячĕсене ырăпа асăнчĕ Татьяна Юркина тĕп бухгалтер.

Валентина Сергеевна çулĕпе аслăраххи кунта, тивĕçлĕ канура пулин те хăнăхнă йăлапа ферма еннеллех утать. «Пирĕн наставник»,-теççĕ хисеплесе ун çинчен çамрăксем.

Хуçалăх 2020 çулта 727,2 тонна сĕт суса илнĕ, умĕнхи çулхинчен 45,3 тонна хушăннă продукци илесси. Алина Кабартован кашни ĕне пуçне çулталăкри сăвăм кăтартăвĕ 4800 килогрампа танлашнă. «Сăвăм умĕнхи çулхинчен ÿснĕ пулин те районти малта пыракан коллективсемпе танлашма нумай тăрăшмалла-ха. Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнче, ав, чи пысăкки - 8572, кĕршесен - 7119 килограмм, аккондçăсем çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 7 пин ытла килограмм сĕт суса илнĕ пĕлтĕр»,-тет тăрăшуллă хĕрарăм.

Кил пуçĕн Сергей Геннадьевичăн та кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ тăван хуçалăхпах çыхăннă. Вăл вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн ялтах юлнă. Тем пек вĕренес килнĕ пулсан та çемьери условисем ун пирки шухăшлаттарман - ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлнă. Малтанах 4 çул утарçăна пулăшаканра тăрăшнă, ытти ĕçсене хутшăннă. Ун хыççăн 10 çула яхăн тĕрлĕ çĕре - Мускава, Чулхулана, Сыктывкара, Сочине, Краснодара кустарнă пурнăç урапине: çурт-йĕр çавăрма та укçи-тенки нумай кирлĕ пулнă-çке. Çапла хăйсен вăйĕпе хуралтăсене çĕнетеççĕ. Халĕ виççĕмĕш çул фермăра çĕрлехи хуралта тăрать. Хăйсен те кил карти выльăхпа тулли: ĕни, вăкăрĕ, тынашки, сурăхсем тата чăххи-чĕппи. Ĕçлеме кăна ан ÿркен.

-Ял пурнăçĕ çывăх пулнăран кунтах тымар ятăмăр пулĕ. Тăвансемпе пĕр-пĕрне пулăшса пурăнатпăр. Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă теççĕ-и, кун-çула ялпа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп,-тет вăл. Сăмах май, Сергей Геннадьевичăн кирек мĕнле ĕçре те аллисем çыпăçуллă. Пушăрах чухне чун киленĕç ĕçне тытать: кунтăк çыхма ăста вăл.

Мăшăрĕ те хастар: пĕçерме, çыхма. Кашни ĕçех вăхăтра тума хăнăхнă Кабартовсем. Çапла тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе, малашлăха шанса пурăнать ялти хисеплĕ те çамрăк çемье.

Поделиться:
Распечатать