1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
12 марта 2021 г. 6:26

Ĕçпе хисепре

Тăвай районĕн 2020 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ канашлура ял хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăри чылай ĕçчене хисеплĕ ят парса, тав хучĕпе тата грамотăсемпе чысланă.

Вĕсен хушшинче Любовь Михайловна Новикова та пулчĕ. Вăл асăннă предприятин сĕт-çу комплексĕнче скотникре тăрăшать, пĕр-икĕ çул çеç те мар, çак ĕçе чылайранпа чунне парать, хăйĕн тивĕçĕсене тарăннăн пурнăçлать. Ĕçĕ те аякра мар темелле уншăн, Любовь Михайловна сĕт-çу комплексĕпе юнашар ялта - Нăрваш Салинче пурăнать, çемьеллĕ хĕрарăм.

-Хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнăран тата ăна хăнăхса çитнĕ-рен пурте кал-кал пулса пырать унăн, тăрăшуллă хĕрарăм, çавăнпа Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ те ĕнтĕ. Предприятире хисепре вăл,-терĕ ĕçчен пирки «Акконд-агро фирма» обществăн тĕп бухгалтерĕ Алина Валерьевна Васильева.

Поделиться:
Распечатать