1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
12 марта 2021 г. 6:18

Енĕш Нăрвашри тĕлпулура

Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнчи тĕлпулăва район тата администраци пуçлăхĕсем А.Шакинпа В.Михайлов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ю.Ефимов, вăрçă тата йĕркелĕх органĕсен ветеранĕсен районти организацийĕн председателĕ Р.Гурина, полицин участокри уполномоченнăйĕ А.Петров тата ыттисем хутшăннă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

Кăçалхи çул пуçланнă тĕле икĕ ялта пурĕ 1370 çын пурăнать. Гагарин (300 м) тата Комаров (280 м) ячĕллĕ урамсене вĕтĕ чул сарнă. Хумма Çеменĕ ячĕллĕ тата Зеленая урамсенчи çулсене йĕркелемелле кăçал.

Палăртнă территорире пурĕ пилĕк проект пурнăçа кĕртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă Кушкăри палăка юсанă. Енĕш Нăрвашри Школьная тата Московская урамсем хушшине электроэнергипе тивĕçтермелли лини тунă. Ача-пăча вылямалли виçĕ лапам валли оборудовани туяннă, Паварская тата Данилов ячĕллĕ урамсене вĕтĕ чул сарнă.

Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă ятпа панă укçа-тенкĕпе Енĕш Нăрвашри историпе астăвăм халăх музейĕнче реставраци ĕçĕсем ирттернĕ. Муниципаллă культура çурчĕсен пурлăхпа техника никĕсне модернизацилемелли тата юсамалли проектсен конкурсĕнче çĕнтерсе енĕшнăрвашсем республика бюджечĕн укçи-тенкипе культура «вучахне» юсанă. Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн панă 100 пин тенкĕпе ача-пăча лапамĕсенче спорт тренажерĕсем лартнă, Кушкăри палăк тавра карта тытнă.

Кăçал вырăнти пуçарулăх программипе ялти спорт площадкине, шкул территорине йĕркене кĕртмелле.

Пухăннисем автоçула юсас, шыв башнине йĕркене кĕртес, урамсене каçсерен çутатмалла тăвас, пассажирсене турттарас ыйтусене хускатнă. Вăрçă ачисен çăмăллăхĕсене йĕркелесси пирки те сăмах пынă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов пухусене пĕтĕмлетнĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен каласа панă. Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕн юрри-ташшине ăшшăн йышăннă пухурисем.

Поделиться:
Распечатать