Çулленех республикăра мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕчченхи тапхăрта туберкулез чирĕпе кĕрешмелли «Шурă ромашка» ятпа уйăхлăх иртет. Мероприятин тĕллевĕ - çак хăрушă чир çинчен çынсене ытларах ăнлантарасси, ăна тупса палăртса çийĕнчех сиплеме пуçласси.
Уйăхлăхпа килĕшÿллĕн пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Маргарита Ивановна Никитина райфтизиатр тата ача-пăча консультацийĕнчи Татьяна Семенова медсестра Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче пулчĕç. Малтанах ачасенне Манту пробине тĕрĕслерĕç.
Шкула кайма хатĕрленекен ушкăн ачисемпе тухтăр «Туберкулез тата унран сыхланасси» темăпа интереслĕ те усăллă калаçу йĕркелерĕ. Ăшă кăмăллăскер часах шăпăрлансемпе пĕр чĕлхе тупрĕ.
«Ÿпке - çын организмĕнче чи черченнисенчен пĕри. Туберкулезпа чирлĕ çын ÿсĕрнĕ чух хăй тавра бактери сапалать. Нумай çынна чир ертме пултарать. Çавăнпа сывлăха тĕрĕслеттерсе тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Спортпа туслă пулмалла, тĕрĕс апатланмалла»,-терĕ тухтăр калаçу вăхăтĕнче. Ача садĕнчи Наталия Владимировна Голубева медсестра та хутшăнчĕ кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравлама. Сывлăх сыхлавçисемпе иртнĕ тĕлпулура ачасем ытти ыйтусемпе те интересленчĕç. Усăллă калаçушăн медицина ĕçченĕсене тав турĕç.