1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 29 Июль 2021 г.
12 марта 2021 г. 6:20

Шкул чысне хÿтĕлекенсем

Йăлана кĕнĕ тăрăх, район шайĕнче йĕркеленĕ олимпиада çĕнтерÿçисем çуллен шкул чысне Пĕтĕм Раççей тата регион шайĕнче иртекен олимпиадăсенче хÿтĕлеççĕ. Вĕсен шутне пирĕн Тăвайри вăтам шкултан кăçал 4 ача кĕчĕ: Александра Борисова (10 класс), Ева Зудина (9 А), Александр Павлов (8 Б), Ангелина Ялугина (11 А) (сăн ÿкерчĕкре).

Чи малтанах, кăрлач уйăхĕнче, республикăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри литература олимпиадинче Александра Борисова 10 классем хушшинчи рейтингра 2-мĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ. Паллах, ăнăçу çăмăлпа килмест. Унăн литература историйĕнчен илнĕ, вырăс классикĕсен хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ кăткăс ыйтусем çине хуравламалла, литература терминĕсене пĕлмелле пулчĕ, текста тĕплĕн тишкерме тиврĕ. Александра хуларан хавас кăмăл-туйăмпа таврăнчĕ. Олимпиада призерĕсен йышне кĕни ăна малашне те литературăпа ытларах кăсăкланма çул уçса панăн туйăнчĕ. Вăл хăйĕн пулас профессине те çак енĕпе çыхăнтарасшăн иккен.

Нарăс уйăхĕнче технологи пред- мечĕн олимпиадинче Ева Зудинапа Александр Павлов пысăк балсем пухма пултарчĕç. Вĕсен виçĕ тур тĕрĕслевĕ витĕр тухма тиврĕ. Малтанах, теори пайĕнче, хăйсен пĕлĕвне вĕренекенсем тест ыйтăвĕсене хуравласа лайăх енчен палăрчĕç. II тур - практика ĕçĕ. Кунта вĕренекенсем хăйсен ал ĕç ăсталăхне кăтартрĕç. Юлашкинчен малтанах хатĕрленĕ ал ĕçĕсен пултарулăх проекчĕсене хÿтĕлерĕç. Ева хăйне валли çĕленĕ капăр блузкăпа юбка жюри членĕсене те питĕ кăсăклантарчĕ. Саша Павлов вара «Аслă Аттелĕх вăрçин çулĕсенче Тăвай ялĕнче тăшмансенчен хÿтĕленме сооружени туни» диорама макетне ăсталама пултарни тĕлĕнтерчĕ. Евăпа Саша хăйсен проекчĕсемпе жюрин пысăк хаклавне тивĕçрĕç.

Регион шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсен олимпиадинче Ангелина Ялугина призерсен шутне кĕчĕ. Рейтингпа вăл 11 классем хушшинче 4 вырăнта пулчĕ, тăван чĕлхепе литературăна лайăх пĕлнине, юратнине тивĕçлĕ балсем пухса кăтартса пачĕ. Ангелина малтанхи кун та, нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тĕрлĕ регионран пуçтарăннă чăваш ачисемпе Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа ирттернĕ олимпиадăна хутшăнма та вăхăт тупрĕ. Унта та вăл призерсен ретĕнче пулчĕ.

Паллах, çак олимпиадăсенче ачасем пысăк çитĕнÿсем тунинче Людмила Михайловна Терентьева, Елена Петровна Борисова, Светлана Васильевна Захарова, Евгений Николаевич Моряков, Ираида Николаевна Николаева вĕрентекенсен тÿпи те пысăк.

Шкул чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлекенсене чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем туса пыма ăнăçу сунатпăр.

Поделиться:
Распечатать