Енĕш Нăрваш шкул администрацийĕпе Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ вырăнта семинар йĕркеленĕ.
Енĕш Нăрваш шкулне Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçисем Г.Л.Никифоровпа Ю.Е.Анисимова килсе çитрĕç.
Шкулпа паллашнă хыççăн чăваш чĕлхи кабинетĕнче пиллĕкмĕш тата çиччĕмĕш классенче вĕренекенсемпе тĕлпулу иртрĕ. Пĕлĕве ÿстермелли канашлăва Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалларĕç.
1941 çулхи юпапа 1942 çулхи кăрлач уйăхĕсенче Енĕш Нăрвашран окоп-траншея чавма кунсерен 100-120 çын ытла хутшăннă. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕн Г.Ф.Степанован ĕç паттăрĕсем çинчен каласа памалли темĕн чухлех пулчĕ. Вăл тата историпе асăну халăх музей ертÿçи В.В.Петров тăрăшнипе хÿтĕлев чиккисене чавнă ял çыннисен списокне тунă. Шкулта ĕç паттăрĕсем пирки паха аса илÿсем пухма тытăннă, пархатарлă ĕçе ачасене те явăçтарма пуçланă. Аса илÿсемпе сăн ÿкерчĕксене пуçтарса çитерсен музейра ятарласа кĕтес уçма палăртнă.
Г.Л.Никифоров хăйĕн калаçăвне Хусан хÿтĕлев чиккинче окоп чавнă амăшĕн аса илĕвĕпе çыхăнтарчĕ, Чăваш Ен историйĕнче паллă йĕр хăварнă пулăм çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, 15-17 çулхи çамрăксем, ватă арçынсем хура кĕркуннепе шартлама сивĕре кĕреçе-лумпа, пуртă-кирккапа шăннă çĕре чавса окоп, блиндаж, танксене чармалли тарăн траншейăсем тунă. Малалла Ю.Е.Анисимова сăмах илсе, асламăшĕ те унта ĕçленине каласа панине аса илчĕ: «Вăл 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутай патĕнче Сăр хÿтĕлев чиккинче окоп чавнă. Ял халăхĕпе пĕрле талăкра 10 сехет, канмалли кунсемсĕр ĕçленĕ. Çĕр каçмалли пÿртре ăшах пулман, вуттине хĕрхенсе хутнă. Тăла-çăпатине типĕтме май пулман... Йĕпе те нÿрлĕскерсене çывăрнă чухне хăйсен айне хурса типĕткеленĕ... Этем çав вăхăтри нушана мĕнле чăтнине ăнлантарма май çук».
Пиллĕкмĕш класс ачисем окоп чавма хутшăннă ентешсене халалласа сăвăсем каларĕç, тылри хĕрарăмсен вилĕмсĕр паттăрлăхне ĕненмелле уçса пачĕç. Ачасем тăван ялшăн, унăн маттур çыннисемшĕн мăнаçланни куç кĕретех курăнчĕ.
11 класра вĕренекен Анастасия Лазарева Чăваш конгресĕ 2020 çулта чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа ирттернĕ регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă пулнă. Ăна вара пултарулăхри ÿсĕмсемшĕн конгресс ĕçтешĕсем медальпе диплом, парнесем тата ун вĕрентекенне Г.Ф.Степанована Хисеп грамоти парса чысларĕç.
Кĕске тăхтав хыççăн конгресс ĕçтешĕсем шкулпа хирĕç ларакан историпе асăну халăх музейне çитрĕç. Вĕсене музей ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.В.Петров музейра упранакан истори, пурлăх тата ăс-хакăл культурин паха экспоначĕсемпе, паллă ентешсен кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Чăнах та, чăвашсен ятне çÿле çĕкленĕ, вĕсен культурине, литературăпа ÿнер ĕçне аталантарассишĕн парăнса ĕçленĕ чылай паллă çын тухнă Енĕш Нăрвашран.
Владимир Васильевич шкул историйĕ, Аслă вĕренте-кенĕмĕр И.Я.Яковлев, Хумма Çеменĕ писатель, Степан Максимов паллă композитор, Моисей Спиридонов, Никита Сверчков чаплă художниксем, Алексей Майраслов кÿлепеçĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина тата ыттисем çинчен питех те хавхаланса каласа пачĕ.
Конгресăн вĕренÿ комитечĕн ертÿçисем Г.Л.Никифоровпа Ю.Е.Анисимова музей ертÿçине чăвашсен пуян культурине упранăшăн, унпа халăха анлăн паллаштарнăшăн, çамрăк ăрăва вĕренÿпе воспитани парассинче курăмлă çитĕнÿ-семшĕн, тăван ене юратас туйăма аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш наци конгресĕн Тав хучĕпе чысларĕç.