1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
22 марта 2021 г. 10:31

«Çĕнелнĕ ялăн» хальхи шăпи

Михаил Антонович Медведев (15.11.1922-10.05.1996 ç.ç.) Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă. Ялти шкул директорĕнче ĕçленĕ. Ачасене тĕрлĕ енлĕ ăс пама нумай тăрăшнă. Спорт енĕпе, радио-физика, çутçанталăк пулăмĕсене тĕпчеме, таврапĕлÿ, тĕрлĕ ĕçсене хăнăхтарнă. Шкулти музее чылай экспонатпа пуянлатнă, ял историне тĕпченĕ. Нишер çырминче шыв арманĕ пулнă вырăнтан авалхи пысăк чул-палăка чавса кăларнă, анчах ăна техника пулманран уçă вырăнта тĕпчеймен, чул шурлăха путнă. Халĕ вăл вырăнта çăл кăна.

М.Медведев ялти «Хĕрлĕ Октябрь» колхоз ертÿçинче ĕçленĕ (1955-1958 ç.ç.), çул-йĕр ĕçĕсен бригадирĕ, Чăваш Енри «Стройтрестра» (/1, /4) кадрсен пайĕн аслă инспекторĕ пулнă (1960-1966 ç.). «Ĕç ялавĕ» хаçатăн редакторĕнче тăрăшнă (1969 ç.), 1972 çултан вара Шупашкарти телевиденире тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Ентешсемпе тачă çыхăну тытнă, шкула тĕлпулусене пынă, канашсем панă.

Тавракурăмĕ анлăччĕ. Çемçе чĕреллĕскер, калаçусене йĕркелеме пĕлетчĕ, тăван ялшăн хыпăнатчĕ. Шел, çакнашкал çынсем иртерех уйрăлаççĕ пирĕнтен. Апла пулин те Михаил Антоновича сăхăтпуçсем асра тытаççĕ.

Çул хыççăн çул хыçа юлса вăхăт шав малалла чупать. Кашни ĕмĕр хăй вăхăтĕнче пулса иртнĕ пулăмсемпе историе кĕрсе юлса, халăх ăс-хакăлĕнче паллă вырăн йышăнса упранса юлать.

2020 çулта çĕршыв, республика, хамăр Тăвай ен шайĕнче ирттернĕ тĕрлĕ сумлă юбилейсемпе палăрса хыçа юлчĕ. Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçă чарăннăранпа 75 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул, район йĕркеленнĕренпе 85 çул, Тăвай район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 85 çул çитнине уявлани - пурте пурнăç таппинчен юлмасăр пĕрле утса пынине яр-уççăн кăтартса парать.

Нумаях пулмасть Сăхăтпуç шкулĕн краеведени музейĕнче, паянхи куна упранса юлнă материалсене тишкернĕ майăн, куç умне сарăхса кайнă 1950 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче район хаçа- тĕнче пичетленсе тухнă «Çĕнелнĕ ял» статья куç тĕлне пулчĕ. Статья авторĕ М.Медведев тесе палăртнă. Çавăн пекех вăл вăхăтра Е.А.Сверчкова ответлă редакторта ĕçленине те, хаçат тиражĕ 1500 экземпляр пулнине те вуласа пĕлме май пулчĕ. Хаçат вăл вăхăтра «Большевикла колхозшăн» ятлă пулнă. Мана, асăннă ялта çуралса ÿснĕскере, хаçат авторĕ кам пулнине ăнкарса илме вăхăт нумай кирлĕ пулмарĕ. Михаил Антонович Медведев 1922 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă. Вăрçă чарăннă хыççăн Михаил Антонович фронтовика парти райкомĕ сĕннипе юхăнса çитнĕ тăван шкулне «ура» çине тăратма ертÿçĕ пулса ĕçлеме янă. Малтанхи çулсенченех вăл хăйĕн хастарлăхĕпе вĕренÿ ĕçне нумай çĕнĕлĕх кÿрсе, таврари паллă шкулсен йышне кĕртме пултарнă. Пĕтĕм коллектива, ачасене, ял-йыша пĕрле явăçтарса 1947 çулта районти 1-мĕш краеведени музейне йĕркелесе янă.

Хаçатра пичетленсе тухнă статья вулакана 70 çул каяллахи вăхăта таврăнтарса, ун чухне пулса иртнĕ пулăмсене хальхи куçпа тишкерме хистет.

1950 çулта Чăваш АССР 30 çул тултарнă, çавна майăн çырса кăтартнине хăйне евĕрлĕ пĕтĕмлетÿ (отчет) теме те пулать. Статьяри хăш-пĕр сыпăксене илсе кăтартни вулакансемшĕн кăсăклă пуласса шанас килет.

«Сăхăтпуç ялĕ пуçланнăранпа 1958 çулта 500 çул тултарать. 500 çултан 459 çулне Сăхăтпуç хресченĕсем патша саманинче хĕн-хур айĕнче пурăнса ирттернĕ. Çулталăк тар юхтарса ĕçлесен те, мĕскĕн хресчен теçеттинрен 25-30 пăтран ытла тырă туса илеймен, тăраниччен çăкăр çисе курайман.

Чухăн пурнăçа тарăхса хăш-пĕрисем телей шырама çĕнĕ çĕрсене тухса кайнă. 1904-1917 çулсенче кăна Сăхăтпуçĕнчен 100 кил ытла Çĕпĕрелле çул тытнă. 1913 çулта ялта 200 килтен 20-шĕ ытла лашасăр, 53 кил ĕнесĕр пулнă тата 16 килĕн çĕр те, выльăх-чĕрлĕх те пулман. Çав вăхăтрах ялта 24 пуян 615 теçеттин çĕр тытса тарçăсене ĕçлеттерсе, «халăх юнне» ĕмсе пурăннă. Халăх медицина пулăшăвне курман. Тăвай вулăсĕнче пĕр фельдшер Василий Павлович пулнă. Çавăнпа Сăхăтпуç ялĕ пĕтес патнех çитнĕ, трахома чирĕпе суккăрланнă. 1913 çулта ялта 40 çын пач суккăр пулнă, ялти халăхран 60 проценчĕ трахома чирĕпе чирленĕ. Кашни 10 çамрăк ачаран 3-шĕ 16 çула çитиччен вилнĕ.

1881 çулччен Сăхăтпуç ялĕнче хутла пĕлекен пĕр çын та пулман. 1882 çулта ялта шкул уçнă. Анчах шкулти ачасене ăслăлăх никĕсĕсене вĕрентмен, тĕн сĕрĕмĕпе анратнă».

«1930 çулта хресченсем талккăшпех коллективлă хуçалăхсене пĕрлешме пуçласан, Сăхăтпуç хресченĕсем те ял хуçалăх артельне пĕрлешрĕç, колхоза «Хĕрлĕ Октябрь» ят пачĕç. 1949 çулта колхоз кашни ĕç кунĕ пуçне 2,380-шар килограмм тырă, 4-шар килограмм пахча çимĕç, 40-шер пус укçа тата пыл валеçсе пачĕ.

Колхоз çуллен çирĕпленсе пынă май, ĕçлекенсен пурнăçĕ те пуянланса пырать, культура ÿсет. Кăçалхи 5 уйăх хушшинче кăна 4 колхозник çĕнĕ пÿрт лартрĕç»,-тесе çырнă хаçатра.

Кашни килте тенĕ пекех вырăнта тата Мускавра тухса тăракан хаçат-журнал илсе тăраççĕ. Уйăхра 3-4 хутчен яла кино килсе кăтартаççĕ, Чăвашсен Патшалăх академи театрĕ килсе тата ялти художество пултарулăх коллективĕсем час-часах концертсемпе постановкăсем лартса параççĕ.

Ялта Пĕтĕм Союзри политикăпа наука пĕлĕвĕсене сарас тĕлĕшпе ĕçлекен лектори тата вулав çурчĕ пур. Лекци вулама ученăйсем те килеççĕ.

1930 çулта ялта 7 çул вĕренмелли шкул уçăлнă. Кунта халь 13 пин ытла тенкĕлĕх приборсемпе вĕренмелли пособисем, 4 пин ытла кĕнекеллĕ библиотека, краеведени музейĕ, физкультурăпа гимнастика площадки, «Родина» пысăк радиоприемник, ансăр лентăпа кăтартакан киноаппарат тата ытти те пур. Комсомол 30 çул тултарнă ятпа лартнă садра 6 пин тĕпе яхăн йывăç ÿсет. Вăл тепĕр 7-8 çултан культурăпа кану паркĕ пулмалла. Шкул çумĕнчи опытпа сăнав çĕр лаптăкĕнче малта пыракан агробиологи наукисен çитĕнĕвĕсене курма пулать. Обязательнăй йĕркепе 7 çул вĕренес ĕç чыслăн пурнăçланса пырать. Ялта фельдшер пункчĕ пур, унта 1 фельд-шер тата трахсестра ĕçлеççĕ.

Совет влаçĕ чăваш халăхне чăн-чăн аслă çул уçса пачĕ. Сăхăтпуç ялĕнчен кăна 2 врач, 5 инженер, 6 летчик, 2 агроном, 27 учитель, 9 фельдшер, 7 шофер, 16 тракторист, 3 фармацевт, 2 зоотехник, 5 ветеринар, 9 бухгалтер, 5 моряк, 2 подполковник, 2 майор, 2 капитан, 13 аслă лейтенант, 11 кĕçĕн лейтенант тата лейтенант тухнă. Унсăр пуçне 5 çын академинчен, 13 çын институтран тата 56 çын вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

Колхоз ял хуçалăх машинисемпе пуянлансах пырать. Фермăсенче 102 ĕнепе пăру, 260 сурăх, 500 чăх-чĕп, 160 сысна. Выльăх-чĕрлĕх ăрачĕ лайăхланса пырать. Халĕ колхозăн ăратлă 3 вăкăр, 2 сысна аçи, 3 така тата 5 ăйăр. Çулсеренех колхоз выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе 60 пин тенкĕ ытла тупăш илет. Колхозăн икĕ утар. Унта 169 çемье вĕлле хурчĕ. Утарсем çуллен 30-40 пин тенкĕ тупăш параççĕ.

Кăçал колхоз 150 пуç лаша, 80 пуç ĕне, 500 пуç чăх-чĕп, 20 пуç пăру валли çĕнĕ витесем тума палăртнă. Çитес çулсенче колхоз электростанци, радиоузел, киноустановка тата 300 çын вырнаçмалăх клуб тума шутлать. Ял хушшинчи 1 километр тăршшĕ çула чул сарса хытармалла...»

Статьяна вуласа тухсан тĕрлĕ шухăш пуçра явăнать. Вăрçă хыççăн 5 çултанах юхăнса çитнĕ хуçалăхсене, ялсене малалла аталантарса йывăрлăх витĕр тухма пултарни - пĕтĕм халăхăн чăн-чăн паттăрла ĕçĕ.

Анчах урапа та яланах тикĕс çулпа çеç чупаймасть çав. Самана тĕрлĕрен улшăнса пыни пурнăçра нумай кăлтăк кăларса тăратать. Сăхăтпуç ялне те чылай улшăну кĕтнĕ. Ялти пĕрлешÿллĕ хуçалăх арканни, вĕренÿпе культура çурчĕ хупăнни тата ытти те ялăн сăн-сăпатне самаях улăштарчĕ.

Сехет малаллах шаккать. Пурнăç кашни куна хыçа хăварса, тĕрлĕ пулăмсемпе палăрса историне кĕрсе юлать. Тепĕр çул Сăхăтпуç ялĕшĕн те хăйне майлă паллă çул пулмалла. Ял пуçланса кайни 564 çул, И.Я.Яковлев пулăшнипе уçăлнă шкул 140 çул, музей йĕркелесе яни 75 çул, шкул директорĕнче ĕçленĕ М.А.Медведев çуралнăранпа 100 çул çитет.

Поделиться:
Распечатать