Тăвайри культура çурчĕ умне нумаях пулмасть юртан тасатрĕç, уяврисене утса çÿреме меллĕ пултăр тесе яп-яка турĕç лапама. Иртнĕ шăматкун вара унта ирех шăплăх хускалчĕ. Суту-илÿ тумалли, вăйă-кулă, тĕрлĕ конкурс ирттермелли вырăнсене тирпейлеме, сĕтелсем вырнаçтарма, будкăсем лартма пуçларĕç тивĕçлĕ çынсем. «Сывă-и, çуркунне?» тата «Сывă пул, хĕл» тесе çырнисем те вырăн тупрĕç. Хĕл карчăкĕсем те нумай кăçал, кашни ял тăрăхĕ туса килнĕ вĕсене. Тăвайсенне, чи илĕртÿллине, çамрăк сăнлине уйрăм çĕре вырнаçтарнă. Ахăртнех çунтараççĕ ĕнтĕ ăна кайран чир-чĕре хăваланине симвăлласа.
Кĕçех лапамра хаваслă кĕвĕ янăрама, сăмсана техĕмлĕ шашлăк шăрши кăтăклама пуçларĕ. Сарă хĕвеле аса илтерекен пĕлĕм пĕçерсе тухма та манман хĕрсемпе хĕрарăмсем. Çуллă икерчĕсен куравĕ пурне те кăмăла кайрĕ. Районти библиотекарьсем хĕвеле, пикене, чечексене сăнарланă вĕсемпе. Чăвашсем авалтанпах Çăварнине пĕлĕм пĕçерсе çисе ăсатнă.
Районти пĕрлештернĕ культура çурчĕсен системин директорĕ Арина Алексеева театрализациленĕ программăна пуçларĕ кĕçех. Хĕл кăçал кайма васкаманнине сăнарларĕç сцена çинче. Юр та çăвать, çил-тăман та вĕçтерет. Çуркунне курăнмасть, карчăкпа хĕрĕсем ăна шырама Золушкăна яраççĕ. Тĕрлĕ чăрмав витĕр тухса шыраса тупаççĕ вĕсем юлташĕпе Çуркуннене.
Район пуçлăхĕ Александр Шакин саламларĕ малтан уявпа.
-Эпир паян Хĕле ăсататпăр та Çуркуннене ырă сунса кĕтсе илетпĕр. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, юрату сунатăп. Юлашки сивĕ кунсемпе пĕрле инкек-синкексем, чир-чĕрсем кайччăр. Малашлăх тăнăçлăхне илсе килтĕр Çуркунне,-терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов. Вĕсемпе пĕрле районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем те тухрĕç трибуна умне.
Çакăн хыççăн катемписен, Çăварни пĕлĕмĕсен конкурсĕсем пуçланчĕç. Ал ĕç ăстисен куравĕ те иртрĕ культура çурчĕ умĕнче. Районти творчество коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç юрлама. Хĕрарăмсем вăрăм çÿçеллĕ, чечеклĕ тутăрсемпе нихçанхинчен те капăртарах курăнаççĕ. Уяв хăнисене шÿтсемпе, вăйă-кулăсемпе хавхалантарчĕç йĕркелекенсем.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансем хăйсен пултарулăхне спортра кăтартрĕç. Кире пуканĕ йăтса Э.Буинцев, А.Трофимов, В.Иванов, армрестлингра арçынсенчен А.Семенов, О.Ломоносов, А.Кириллов, хĕрарăмсенчен А.Сормова, Н.Иванова, Л.Кондратьева малти виçĕ вырăна тухрĕç. Халăх вăййисенче Тĕмерти вĕренекенсене çитекенни пулмарĕ. Элпуçсем - иккĕмĕш, тăвайсем виççĕмĕш вырăна юлчĕç. «Тăвайри кооператив» потребобщество кио-
скĕсем умĕнче ытларах хĕвĕшрĕç çынсем. Хамăр кооператорсен çăкăрпа булка изделийĕсен куравĕпе интересленчĕç пĕрисем, теприсем шашлăк туянчĕç, ытти тавара хаклакансем те пур. Уйрăм çынсем те тухнă хăйсен таварĕсене сĕнме.
Çулăм çатăртатса çуннă май чи чипер Хĕл карчăкки тĕрлĕ амака хăвалама тытăнчĕ кĕçех. «Чир-чĕр кайтăр, чир-чĕр кайтăр!»-тесе кăшкăракансем те пулчĕç. Тĕтĕмпе пĕрле хуйхă-суйхă, кÿренÿ, инкек, инфекци аякри çула тухса кайрĕç. Çуркунне, хаваслă сăн-питлĕ Çуркунне хуçаланма пуçларĕ таврара.
Район центрĕнчи культура çурчĕ умĕнче вăйă-кулă, кĕвĕ таврана чылайччен саланчĕ шăматкун.