1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
22 марта 2021 г. 10:51

Пирĕн генерал-майор

Нумаях пулмасть уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Раççей ФСИНĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн сотрудникĕсем хăйсен профессионализмне ÿстерсе, саккунпа урлă пулнă çынсемпе ĕçлессине лайăхлатсах пыраççĕ. Çак тытăмра тăрăшакан сотрудниксене тата ветерансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă, çăмăл мар службăра ăнăçусем, ырлăх-сывлăх, телейпе тăнăçлăх суннă.

Василий Валерианович Федоров Раççейĕн ФСИН тытăмĕнче Чăвашран шалти ĕçсен службин генерал-майорĕ ята илме тивĕçнĕ пĕрремĕш çын пулнă. Вăл Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче 1960 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1977 çулта вăтам шкул пĕтернĕ. Тÿрех аслă шкула çул тытнă, 1977-1982 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче инженер-электрике вĕреннĕ. Специализаци - хуласене, промышленноç предприятийĕсене тата ял хуçалăхне электричествăпа тивĕçтересси. Вĕренсе пĕтерсен çамрăка Чăваш АССР Шалти ĕçсен министерствине ĕçлеме янă, ăна ĕçпе юсакан учрежденисен пайĕн Шупашкарти ЮЛ-34Ÿ1 учрежденин инженер-энергетикне лартнă.

Кĕçех салтака кайма та вăхăт çитнĕ. 1984 çулхи декабрьте Василий Федорова СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне илеççĕ. 1985 çулхи февральтен пуçласа 1986 çулхи октябрь уйăхне кĕртсе вăл хĕрÿ вырăнта - Афганистанра службăра тăрать, çапăçусене хутшăнать, интернационалла тивĕçе пурнăçлать. Çар службине вĕçлесен Шупашкара малтанхи ĕç вырăннех таврăнать. 1989 çулхи декабрьте ăна электромеханика пайĕн тĕп энергетикне, каярахпа - ЧР ШĔМĕн ĕçпе юсакан службин Çĕнĕ Шупашкарти ЮЛ-34Ÿ3 учрежденин энергомеханика пайĕн начальникне, тĕп инженерне лартаççĕ.

1996 çулта тăрăшулăхне кура Василий Федорова Мускава Раççей Шалти ĕçсен министерствин управленийĕн Академине вĕренме яраççĕ. Ăна вăл питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Çакăн хыççăн 2000 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа Раççей юстици министерствин наказанисене пурнăçлакан Чăваш Енри управленийĕн вĕренÿ центрĕнче ĕçлет. Çав çулах ăна Мускава Раççей Федерацийĕн юстици министерствине куçараççĕ. 2002 çулта Василий Валерианович Раççей ШĔМĕн управлени Академийĕн адъюнктурине пĕтерет, кандидат диссертацийĕ хÿтĕлет. Наука тата преподаватель ĕçĕсенче тăрăшать. Вăл - юридика наукисен кандидачĕ, доцент, пичетленнĕ 100 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ.

2000-2011 çулсенче Василий Федоров Раççей юстици Министерствин наказанисене пурнăçлас ĕçĕн тĕп управленийĕнче (ГУИН) инспекторта, надзор пайĕн начальникĕн заместителĕнче тата начальникĕнче, Раççей ФСИНĕн (айăплисене наказани памалли федераллă службăн) хăрушсăрлăх управленийĕн начальникĕн заместителĕнче - режим пайĕн начальникĕнче тимлет.

2011 çулта ăна Нальчик хулинчи 2005 çулхи террорла тапăнусем хыççăнхи лару-тăрăва йĕркелеме Кабардин-Балкар Республикине яраççĕ. Кунта нумай вăй хума тивет унăн, 2011-1013 çулсенче вăл айăплисене наказани памалли Раççейри Федераллă службăн асăннă республикăри управленийĕн начальникĕ пулса тăрăшать. Нальчикре вăл тĕрлĕ конфессисен представителĕсемпе, Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсемпе, çамрăксемпе тăтăшах тĕл пулать. 2013 çулта унти УФСИН сотрудникĕсемпе пĕрле «Динамо» обществăна йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине халалласа Эльбрус тăвĕсем çине хăпарассине те йĕркелет.

2013 çулхи октябрĕн 4-мĕш- ĕнче ăна РФ Президенчĕн Указĕпе Раççей ФСИНĕн тытăмпа надзор управленийĕн начальникне лартнă. 2014 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнчи Указĕпе вара Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин В.В.Федорова шалти службăн генерал-майорĕ ятарлă звани панă. Çапла вара Тĕмер ялĕн хастарĕ Раççейĕн ФСИН тытăмĕнче Чăваш Енрен генерал ята тивĕçнĕ пĕрремĕш çын пулса тăнă.

2014 çултах В.Федоров Евросоюз çĕршывĕсен тата Раççейĕн пенитенциари (ĕçпе юсанмалли) тытăмăн опычĕпе паллаштарма ПАСЕн пĕтĕм тĕнчери конференцине активлă хутшăннă.

В.В.Федоров генерал-майора «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн»(1986 ç.), «СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене 70 çул» (1998 ç.), «Хисеплекен Афган халăхĕнчен», I (2006 ç.) тата II (2004 ç.) степеньлĕ «Тăрăшулăхшăн», «Службăри хастарлăхшăн» (2008 ç.) медальсемпе, I тата II степеньсемлĕ «Службăра палăрнăшăн» (2007 тата 2003 ç.ç.) хисеп паллисемпе, «Хăрушсăрлăх службин чи лайăх сотрудникĕ» паллăпа (2011 ç.), «Раççейри уголовлă айăплава пурнăçа кĕртекен тытăма аталантарма тÿпе хывнăшăн» (2015 ç.) кĕмĕл медальпе наградăланă, «Уголовлă айăплава пурнăçа кĕртекен тытăмăн хисеплĕ ĕçченĕ» (2016 ç.) ят панă тата Раççей ШĔМĕн, юстици министерствин, ФСИНăн ытти наградисемпе па- лăртнă. Наукăпа экономикăри пархатарлă ĕçсемшĕн ăна Пĕтĕм тĕнчери наукăсен Академийĕн (2003 ç.), çут çанталăк ăслăлăхĕсен Раççей Академийĕн (2005 ç.) дипломĕсем парса чысланă.

В.В.Федоров пурнăçра хастар пулнă. Вăл çĕршыв, республика пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăннă,

çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама нумай тимленĕ. Чăваш Енрен тухнă «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăннă. Ентешĕсене пулăшнă. Нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ, тăван ялĕнче Тĕмерте Аслă Отечествăлла вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк çывăхĕнче танксене пĕтермелли икĕ тупă вырăн тупнă. Вĕсене В.В.Федоров тăрăшнипе вырнаçтарнă.

Хăйне те ентешĕсем асрах

тытаççĕ. 2017 çулта районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн Тăвай районĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Шел, вăл ытла та вăхăтсăр, 2017 çулхи майăн 27-мĕшĕнчех вилнĕ, ăна Тĕмер ялĕн масарĕнче чысласа пытарнă. 2018 çулта вара Василий Федоров вĕреннĕ Тĕмер шкулĕнче генерал-майора халалласа Çар мухтавĕн музейĕнче ятарлă кĕтес уçнă.

Василий Валерианович мăшăрĕпе Татьяна Федоровнапа пĕрле ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ.

Раççей ФСИНĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн сотрудникĕсем Василий Федоров çуралнă ялта тăтăшах пулаççĕ, генерал-майора асăнса унăн вилтăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хураççĕ.

Поделиться:
Распечатать