Иртнĕ эрнере районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен пленумĕ пулнă. Унта обществăлла пурнăçра активлăх кăтартакансем пухăннă.
Малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Г.Куклов сăмах илнĕ, аслă ăрури çынсен харсăрлăхне палăртнă, пуçаруллă ветерансене ырăпа асăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен республикăри канашĕн Хисеп грамотине Г.Егорована панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Тавне - «Турмышское боевое братство», районти ветерансен Канашĕн пуçлăхĕн Тав хутне вара асăннă пĕрлĕхе йĕркелекенсенчен пĕри В.Сидоров тивĕçнĕ.
Пленумăн тĕп теми Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтлĕх чиккисене тунă çĕрте паттăрлăх кăтартнисене асăнса чысласси, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси пулнă.
«Турмышское боевое братство» пĕрлĕхе йĕркелесе яни пирки Вячеслав Гаврилович паллаштарнă. Вĕсем малтан çакăн пирки халăхпа канашланă, çынсем ку шухăша ырланă. Укçа-тенкĕне ялти, районти çар службинче пулнă ветерансем тата ял-йыш пуçтарнă. Ялти çамрăксемпе вĕренекенсем активлăх кăтартнă, территорине тирпейленĕ, мрамортан çарсен тĕсĕсен 3 (халĕ унта пурĕ - 4) палăкне лартнă, тĕрлĕ çар тĕсĕсен ялавĕсене çĕлеттернĕ, вĕсене уявсенче çакаççĕ. Пленума пухăннисене пĕрлĕхĕн ĕçĕсене паллаштаракан видеороликсем кăтартнă.
Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев чиккисем район территорийĕпе 50 километра яхăн тăсăлнă. Унта ĕçленĕ çĕрте Тăвай енпе ытти район территорийĕсенче пурăнакансем те паттăрлăх кăтартнă.
2010 çулта Тăвай ялĕн сăрчĕ çинче хÿтĕлев чиккисене чавнă çĕрте вăй хунă хĕрарăмсемпе ачасен паттăрлăхне палăртса стела вырнаçтарни пирки педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.Шакров паллаштарнă.
Социаллă аталанупа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ О.Кириллова тухса калаçнă вара. Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев чиккисене тунисене халалланă «Ĕç халăхĕн паттăрлăхĕ» ятлă районти конкурс йĕрки çинчен каласа кăтартнă.
Ветерансен районти канашĕн председателĕ Р.Гурина çÿлерех палăртнă темăпа информаци пухассипе пуçаруллă пулма чĕнсе каланă. Хÿтĕлев чиккисем тунипе архивра документсем сахаллине палăртнă. «Йывăр ĕçе хутшăннисемпе, вĕсен тăванĕсемпе
калаçса пуян документсем хатĕрлеме пултарайратпăр эпир истори валли çамрăксемпе пĕрле. Çăмăл мар ку, анчах Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев чиккисене тунисем пурте пурнăçран уйрăлса кайиччен ĕлкĕр-мелле пирĕн»,-хавхалантарнă пухăннисене Р.Гурина.