1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
26 марта 2021 г. 10:13

Çывăх çынсен хÿтлĕхĕнче

Районта сумлă ватăсене килĕсене кайса саламласси ырă йăлана кĕнĕ.

Тушкилте пурăнакан Нина Варфоломеевна Морякована çак кунсенче Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне çитернĕ. 90 çул тултарнă ятпа ĕç ветеранне район тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Владимир Михайловпа Александр Трофимов, çывăх çыннисем саламланă. Чĕрĕ чечек çыххипе, парнесемпе савăнтарнă. Вăл хăйне çакăн пек чысланăшăн чĕререн тав тунă.

Чăнах та, пысăк хисепе тивĕçлĕ Нина Варфоломеевна. Колхозра выльăх кăшманĕ, хăмла туса илнĕ çĕрте чуна парса ĕçленĕ, пысăк кăтартусемшĕн парнесене, тав хучĕсене тивĕçнĕ. Яланах ăмăрту çĕнтерÿçисен йышĕнче пулса ытти ĕçченсене хавхалантарса пынă. Хăйпе пĕр тăванĕсене, вĕсен ачисене ура çине тăратма пĕтĕм вăй-халне панă. Халĕ вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса, тимлĕхне туйса пурăнать.

Поделиться:
Распечатать