1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 20 Сентябрь 2021 г.
26 марта 2021 г. 10:16

Кăçал - бронза медальпе

Ураскассинчи Никифоровсем Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командипе Пермь хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял вăййисене хутшăнса спорт çемйсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Ăмăртусем пуш уйăхĕн 16-20-мĕшĕсенче, «Спорт - пурнăç йĕрки» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Унта çĕршыври 44 регионтан 700 спортсмен ытла тупăшнă. Владимирпа Алина Никифоровсем Глеб ывăлĕпе аслă ÿсĕмри спорт çемйисем хушшинче палăрнă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ Тăвайри Сергейпа Екатерина Михайловсем Анна хĕрĕпе кĕçĕн ÿсĕм ушкăнĕнчи çемьесем хушшинче 7-мĕш вырăн йышăннă, дартс енĕпе 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов районти спортпа туслă çемьесене республика чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ, пысăк кăтартусем тунă ятпа ăшшăн саламланă, çитĕнÿсем суннă. Сăмах май, Никифоровсен çемйи 2019 çулта Тюменьте иртнĕ ăмăртусенче республика командин пухмачне «ылтăнпа» пуянлатнăччĕ.

Поделиться:
Распечатать