1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
5 марта 2021 г. 12:59

Халăх сумне тивĕçнĕ

Сăн ÿкерчĕкре эпир Федор Филиппович Портнова куратпăр. Вăл Сăхăтпуç тăрăхĕнче кăна мар, районпа унăн тулашĕнче те паллă çын. Федор Филиппович 1905 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă. Ял ачи пулнă май, ача чухнех çĕр ĕçĕпе тăрмашнă, çут çанталăка юратнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Каччă çулне çитсен ăна салтака илнĕ, Белоруссири Липель хулинче хĕсметре тăнă вăл. Салтак тивĕçне пурнăçласан тăван ене таврăннă, ял ĕçне пикеннĕ.

Вĕренес килни ăна 1931 çулта Шупашкарти педагогика институтне, биологи факультетне илсе çитернĕ, чĕрĕ çут çанталăка, ÿсен-тăрансене тĕпчекен ăслăлăха алла илме тытăннă çамрăк. Çакăн хыççăн вăл Сăхăтпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта ачасене ботаника, биологи, ĕç урокĕ-сене вĕрентнĕ.

Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва вăрçăпа кĕрсен, Федор Портнов та çакăнтан айккинче тăма пултарайман, 1941 çулта Тăван çĕршыва хÿтĕ-леме, тăшмансемпе çапăçма фронта тухса кайнă. Вырра, Сталинград, Новгород, Ленинград - çакăн пек тăсăлнă унăн фронтри çулĕсем. Тăшман хаяр пулнă, пирĕн çарсен вара тата вăйлăрах кĕрешме тивнĕ. Федор Филипповича çавăн пекех яппун самурайĕ-семпе те çапăçма лекнĕ. «За победу над Германией», «За победу над Японией» тата ытти медальсем шăпах çакна çирĕплетсе параççĕ те.

1945-1946 çулсенче Федор Портнов Китайра пулнă, промышленноç объекчĕ- сене юсаса çĕкленĕ çĕре хутшăннă. Вăрçă хыççăн Федор Филиппович тăван яла таврăннă, Сăхăтпуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта ял ачисене биологи предметне вĕрентнĕ тата ĕç урокĕсем ирттернĕ. Шкулти краеведени музейне йĕркелесе çитерес тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартнă, çак пархатарлă ĕçе хăйĕн тÿпине хывнă. Биологи учителĕ пулнă май, хамăр тăрăхри кайăк-кĕшĕк, чĕрчунсен кĕлеткисене туса, музейри пĕр кĕтесре ятарлă вырăна вырнаçтарнăччĕ вĕсене. Сăмах майăн каласан, икĕ пуçлă путек те пурччĕ унта. Ачасем кăна мар, çитĕннисем те кăсăкланса паллашатчĕç чĕрчунсен кĕтесĕнчи экспонатсемпе.

Çитмĕлмĕш çулсенче, шкул ĕçне пăрахсан, Федор Портнов Канашри вăрман хуçалăхĕн штатра тăман инспекторĕнче тăрăшнă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе, вăл кунта та халăхра ырă ят-сум илнĕ. Çак ят-сума унăн чĕрĕ ĕçĕсем паян кун та тивĕçлипе упраççĕ. Сăмах кунта акă мĕн пирки пырать: Федор Филиппович Сăхăтпуç ялĕпе юнашар юхса выртакан Сăхăт шывĕн çыранĕ- сен хĕррипе тата çывăхри лаптăксенче пиншер тĕп хурăнпа хыр ларттарнă. Çак хурăн катипе сип-симĕс хырлăх халĕ те таçтан инçетренех хăйсен ытарайми илемĕпе çынсене илĕртеççĕ. Вĕсем патне çитсе çаврăнмасăр та чун лăш курмасть, вĕсем тавралăхшăн, çынсемшĕн тĕлĕнмелле ырă вырăнсем пулса тăраççĕ.

Федор Филиппович Портнов 1983 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче 78 çула çитсе çут тĕнчерен уйрăлнă.

Поделиться:
Распечатать