1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
5 марта 2021 г. 13:05

Кооператорсем канашланă

Тăвай енри кооператорсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, районти тавар туянакансене туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ, суту-илÿпе хатĕрлев ĕçĕсене çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ, çăкăрпа булка изделийĕсем пĕçереççĕ, çынсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн залĕнче пĕрле пухăнса 2020 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ «Тăвайри кооператив» потребобщество коллективĕ иртнĕ эрнекун. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕ Ирина Яшмолкина, финанс пайĕн начальникĕ Надежда Иванова, «Тăвайри кооператив» потребобщество ертÿçи Вячеслав Федоров хутшăннă.

Малтан «Тăвайри кооператив» потребобщество Канашĕн председателĕ В.Федоров отчетлă доклад тунă.

Районăн потребкооперацийĕ «Тăвайри кооператив», «Тăвайри общепит», «Тăвай çăкăрĕ» обществăсене пĕрлештерсе тăрать. Халăха суту-илÿпе лайăх тивĕçтерессишĕн, финанспа хуçалăх ĕçĕсен эффективлăхне ÿстерессишĕн, системăри пур отрасле тăкаксăр ĕçлеттерессишĕн тăрăшаççĕ кооператорсем.

Потребобществăн районта - 32 суту-илÿ, 10 обществăлла апатлану предприятийĕсем ĕçлеççĕ. Пурĕ 166 çын тăрăшать кооператорсен системинче, вĕсем ĕç укçи вăхăтра илеççĕ.

2020 çулта бюджет тата бюджет тулашĕнчи фондсене 17 миллион тенкĕлĕх налук тÿленĕ.

Пĕтĕмĕшле таварçаврăнăш калăпăшĕ иртнĕ çул 179,2 миллион тенкĕпе танлашнă.

Суту-илÿ предприятийĕсенчен 73 проценчĕ аван кăтартусемпе палăрнă, уйрăмах Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкассисенчи, Вăтаялĕнчи, Тĕмерти, Киччĕри, Тăвайри куллен кирлĕ таварсен пĕрремĕш номерлĕ магазинĕсене палăртмалла.

Пур коллектив та коронавирус чирĕ сарăласран асăрханмалли правилăсене пăхăнса ĕçленĕ, аслă ÿсĕмрисене апат-çимĕç продукцийĕсене киле пырса парса та тивĕçтернĕ.

«Райпо магазинĕсенчи телейлĕ кунсем», «Йÿнĕ хак», «Таварсене сутса пĕтерни» акцисем те иртеççĕ магазинсенче тавар туянакансен кăмăлне çĕклеме.

«Тăвай çăкăрĕ» ОООн мĕнпур продукци калăпăшĕ отчетлă тапхăрта 23817 пин тенкĕпе танлашнă. Алкогольсăр шывсем хатĕрлекен цех 11319 декалитр напиток туса тивĕçтернĕ. Çăкăр пĕçерекенсемпе обществăлла апатланура ĕçлекенсем районта иртекен мероприятисенче куравсем йĕркелеççĕ, хăйсем пĕçернĕ продукцисемпе паллаштараççĕ тавар туянакансене.

Чăвашпотребсоюз системинчи хатĕрлев калăпăшĕн 1,3 проценчĕ пирĕн районти хатĕрлевçĕсен. Ял хуçалăх продукцишĕн ял çыннисене пурĕ 6 миллион та 300 пин тенкĕ тÿленĕ. Пĕлтĕр халăхран 3099 центнер сĕт, 61 центнер аш-какай, 105 центнер çĕрулми туяннă. Çынсен заявкисем тăрăх 18418 штук килти кайăксен чĕпписене илсе килсе сутнă, малтанхи çулпа танлаштарсан нумайрах ку кăтарту.

Сĕт илессине районта 12 пунктра йĕркеленĕ. О.Семенова (Кивĕ Пуянкасси), И.Журавлева (Çĕнĕ Пуянкасси), Л.Васильева (Енĕш Нăрваш), А.Александрова (Çăлпуç) сутуçăсем 2020 çулта нумайрах сĕт пухнă. Эмел курăкĕ хатĕрлессипе Чутейри куллен кирлĕ таварсен магазинĕ (Г.Александрова) палăрнă.

Çулталăкра икĕ хутчен потребкоопераци ветеранĕсене хавхалантарма парнесем паратпăр. «Салют» кану çуртне тÿлевсĕр канма яратпăр пĕр е икĕ ветерана, иртнĕ çул коронавирус инфекцине пула ку пулăшупа тивĕçтерме май килмен.

Кооператорсем спорт мероприятийĕсенче активлăх кăтартаççĕ, малти вырăнсене те тухаççĕ.

«Потребкооперацие 2021-2025 çулсенче аталантармалли çинчен» комплекслă программăна йышăнса, малашнехи тĕллевсене пурнăçласа пырăпăр. Самантпа усă курса çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламлатăп»,-тенĕ юлашкинчен «Тăвайри кооператив» потребобщество ертÿçи В.Федоров.

-Районти ĕç паракансенчен чи пысăкки эсир, районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хыватăр. Вăйлă конкурецие пăхмасăр малалла çирĕппĕн утатăр. Тавар туянакан кăмăлне çĕклессишĕн хăвăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватăр. Умма лартнă задачăсене пĕтĕмпех пурнăçламалла пултăр кăçал та,-тесе ырă суннă кооператорсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов.

«Тăвайри общепит» тулли мар яваплăхлă общество директорĕн заместительне Ольга Автинана Хисеп грамоти парса чысланă.

Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕ Ирина Яшмолкина районти кооператорсен суту-илÿ ĕçĕпе кăмăллă юлни пирки пĕлтернĕ, тĕрлĕ сĕнÿсем панă.

Поделиться:
Распечатать