1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
5 марта 2021 г. 13:13

Пуçаруллă хĕрарăм

Райадминистрацин ЗАГС пайĕнче 15 çул ытла тăрăшать Валентина Мефодьевна Новикова. Килен-каянпа яланах сăпайлă, кăмăллă вăл, пулăшма тăрăшать.

Валентина Мефодьевна Шупашкарти педагогика институчĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕн дипломне илнĕ хыççăн 14 çул ачасене вĕрентнĕ. Тĕрлĕ обществăлла ĕçсенче пуçаруллă вăл: хĕрарăмсен районти совечĕн, суйлав комиссийĕн членĕ. Районти культура мероприятийĕсене ертсе пырас ăсталăхĕ пысăк, республикăри спорт ăмăртăвĕсенче район чысне пĕрре кăна мар ăнăçлă хÿтĕленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн районти ЗАГС пайĕ Чăваш Республикин Юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин Тавне тивĕçнĕ, унăн начальникне В.Новикована çак тытăмăн Хисеп грамотине, Елена Кузнецова специалиста Тав çырăвĕ парса чысланă.

Поделиться:
Распечатать