1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
5 марта 2021 г. 12:56

Тăвайри музее - 35 çул

Тăвайри краеведени музейĕ ятарласа тунă çуртра (232 тăваткал метр) 1986 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Унăн пĕрремĕш директорĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Александр Семенович Семенов пулнă. 1990 çулта «Халăх музейĕ» ята тивĕçнĕ вăл.

Çар Мухтавĕн залĕнче Павел Меркурьев художникăн район территорийĕнче тăшманран хÿтĕленсе окопсем чавнине кăтартакан диорами пысăк вырăн йышăнать. Кунтах фронтовиксен çырăвĕсем, вăрçă çулĕсенчи документсем, сăн ÿкерчĕксем... Этнографипе палеонтологи залĕсем те экспонатсенчен пуян. Выставкăсен залĕнче тăтăшах Чăваш Енри паллă ÿнерçĕсен ĕçĕсен куравĕсене йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ япаласен куравĕсемпе те çынсем кăсăкланса паллашаççĕ.

Хăй вăхăтĕнче музее пуянлатма Михаил Семенович Терентьев (1998-2000 ç.ç.), Светлана Архиповна Сергеева (2001-2018 ç.ç.) нумай вăй хунă. 2018 çултан унăн заведующийĕнче ĕçлекен Владимир Валерианович Федоров музей работникĕсен професси ăсталăхĕн конкурсĕнче иртнă çул «Куратор выставки» номинацире призерсен йышне кĕнĕ.

Тăвайри краеведени музейне 35 çулхи юбилейĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, райадминистрацин пай ертÿçи О.Кириллова, районти культура çурчĕсемпе библиотекăсен тытăмĕсен ертÿçисем А.Алексеевапа В.Павлов, Енĕш Нăрвашри музей директорĕ В.Петров, музей ĕçĕн ветеранĕ С.Архипова, культура ĕçченĕсем, экскурсие килнĕ çынсем саламланă.

Поделиться:
Распечатать