1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
16 апреля 2021 г. 15:12

Ăнăçлă кĕрешрĕç

Иртнĕ уйăхра самбистсемшĕн хĕрÿ вăхăт пулчĕ, 2005-2007 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем Шупашкарта самбо мелĕпе кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн тата федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăртусене хутшăнма тивĕçлĕ пулассишĕн ăмăртрĕç.

Асăннă ăмăртусенче пирĕн районти «Аль» ФСКри 58 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнчи самбистсем те хăйсене аван енчен кăтартрĕç. Савелий Петров Чăваш Енри чи лайăх ултă самбист шутне кĕме тивĕçлĕ пулчĕ. Çурма финалшăн кĕрешнĕ чухне вăл виçĕ çĕнтерÿ турĕ, ун хыççăн Шупашкартан ăмăртма хутшăннă самбиста выляса ярса 5-6-мĕш вырăнсене йышăнчĕ. Кирилл Антипов вара пуринчен те ăнăçлăрах кĕрешрĕ, 53 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Кирилл - тĕллевлĕ çамрăк, самбо енĕпе 4 çул çирĕпленет, тренировкăсене пĕр сиктермесĕр çÿрет, çавăнпа кăтартăвĕсем те куç умĕнче. Кирилăн ашшĕ те хăй вăхăтĕнче самбăна кăмăлланă, республикăри ăмăртусенче пĕрре çеç мар çĕнтерÿçĕ тата призер пулнă. Хальхинче район чысне Дмитрий Звонарев, Артем Павлов, Виталий Иванов, Кирилл Яшуткин, Савелий Петров тата Кирилл Антипов хÿтĕлерĕç.

Иртнĕ уйăхрах 2007-2009 çулсенче çуралнă çамрăксемпе яшсем хушшинче те республикăра мала тухассишĕн самбо ăмăртăвĕсем иртрĕç. Хальхинче район чысне Тăвайри тата Енĕш Нăрвашри вăтам шкулсенчи самбистсем хÿтĕлерĕç. Вĕсем пурте Тăвайри «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕнче кĕрешÿ ăсталăхне ÿстереççĕ. 46 килограмм таран виçе категорийĕнче Тăвайри вăтам шкулти Родион Нилов республикăри чи лайăх 6 кĕрешÿçĕ шутĕнче пулчĕ, анчах икĕ çĕнтерÿ хыççăн выляса ярса, çурма финала лекеймерĕ. Енĕш Нăрвашри вăтам шкулти Илья Николаев вара хăйне лайăх кăтартрĕ, вăл республикăри ăмăртура 5-6-мĕш вырăнсене йышăнчĕ.

Тăвай енрен ăмăртăва хутшăннă хĕрсем пуринчен те маттур пулчĕç. 40 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнче Виктория Камасева республикăри ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Асăннă виçе категорийĕнче кĕрешсех Ева Соколова виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Хĕрсем питĕ патвар, волейболла та выляççĕ, йĕлтĕрпе те ăмăртусене хутшăнаççĕ. Хальхинче район чысне хĕрсемпе çамрăксенчен Виктория Камасева, Ева Соколова, Илья Николаев, Родион Нилов, Семен Иванов, Виталий Иванов

Поделиться:
Распечатать