1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
16 апреля 2021 г. 15:13

Аслă асаннесемпе кукамайсем - тыл ĕçченĕсем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çула Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕ-лев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалланă. Çавна май пирĕн районта асăннă темăпа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Кинокадрсем кăтартаççĕ, концертсем пулаççĕ, куравсем ирттереççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ, ватăсемпе тĕл пулса ыйтса пĕлеççĕ тата ытти те. Аслисемпе пĕрле ачасем те интересленеççĕ хăйсен çывăх çыннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче шартлама сивве пăхмасăр, йывăрлăха çĕнтерсе окопсем чавнине, хĕрсемпе хĕрарăмсем çавнашкал çăмăл мар ĕçе епле тÿснине пикенсех тĕпчеççĕ.

Тăвайри вăтам шкулта 1 «а» класра пĕлÿ пухакансем, ак, аслашшĕсемпе кукашшĕсем вăрçăра тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă чухне асламăшĕсемпе кукамăшĕсем тылра ывăнма пĕлмесĕр ĕçленине пĕлме тăрăшрĕç нумаях пулмасть. Малтан çемье архивĕпе интересленсе Хусан таврашĕн-чи хÿтĕлев чикки тума хутшăннисем пирки пĕлчĕç. Тыл ĕçченĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе ытти докуменчĕсене тупрĕç. «Пирĕн аслă асаннесемпе кукамайсем - тыл ĕçченĕсем» ятлă альбом хатĕрлеме тытăнчĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хÿтĕлев чиккисем тунисен паттăрлăхĕпе хальхи çамрăксем тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ, вĕсем пекех тÿсĕмлĕ пулма хăнăхса ÿсеççĕ. Аслă çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартассишĕн хĕрарăмсем окоп чавнă çĕрте чăтма çук йывăрлăх витĕр тухнине уçса параççĕ пĕрремĕш классен тĕпчев ĕçĕсем.

Екатерина Иванова. Çывăх çыннăмăра Таисия Гавриловна Гаврилова, тесе хисеплеççĕ, 1922 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Çăлпуç ялĕнче çуралнă вăл, пуçламăш классене вĕрентнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне кукамай амăшĕ 19 çулта пулнă, Канашри педагогика училищинче пĕлÿ пухнă. Юпа уйăхĕнче хÿтĕлев чикки тума пуçласан, вăл та унта ĕçлеме кайнă.

Таисия Гавриловна окоп чавма хутшăннă. Сивĕре, канмалли кунсăр ĕçленĕ вĕсем. Çĕр шартлама сивĕре чул пек хытă пулнă, лумсемпе, кирккасемпе, кĕреçесемпе ĕçленĕ. Çăлпуç ялĕнчен пуçласа Тенеяль еннелле чавнă. «Киле чупса кайăр ăшăнмалла, утса мар»,-тенĕ вĕсене бригадир. Çавăн чухне аслă кукамай килĕнче Канаш районĕнчен килнĕ 10 çын пурăннă, çамрăк ачапа тăванĕ унăн асĕнче юлнă. Арçын ачан çăпати çĕтĕк пулнă, вĕсем хăйсемпе çимелли 10-15 çĕрулми тата кăштах çăкăр илсе килнĕ. Аслă кукамай амăшĕ, Анастасия Михайловна, çамрăка кăçатă тупса тăхăнтарнă. Килĕнче вĕсен ĕне пулнă, вăл пурин валли те апат хатĕрленĕ. Хÿтĕлев чиккине çынсем тăватă уйăх чавнă. Таисия Гавриловна кайран Канашри педагогика училищинче малалла вĕреннĕ.

Аслă асанне, Мария Яковлевна Сорокина 1924 çулхи раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Киччĕ ялĕнче çутă тĕнчене килнĕ.

Тăшман пирĕн çĕр çине тапăнса кĕнĕ вăхăтра вăл 17 çулта пулнă, колхозра ĕçленĕ.

1941 çулхи хĕл питĕ сивĕ пулнă, сывлăш температури 40-45 градус шатăртаттарнă. Талăкра 10 сехетрен кая мар тăрăшнă хĕрсемпе хĕрарăмсем, аслă ăрури арçынсем. Питĕ йывăр пулнă, ăшă тум пулман, çимелли те çитмен. Киччĕрен Тенеяль çывăхне ĕçлеме куллен çÿ-

ренĕ Мария Яковлевна. Çуркунне вăл трактористсен курсĕнче вĕреннĕ, кайран тракторпа ĕçленĕ. Манăн аслă асаннепе кукамай йывăрлăха парăнман, çĕнтерĕве çывхартма тÿпе хывнă.

Дарья Буржова. Аслă кукамай, Варвара Григорьевна Иванова, 1923 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Канаш районĕн-чи Чакаç ялĕнчи Пелагия Николаевнапа Григорий Яковлевич çемйинче çуралнă. Тăватă ачаллă çемьере иккĕмĕш пулнă. 1937 çулта Варвара Григорьевна пуçламăш классен шкулĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, юнашар ялти шкула пĕлÿ пухма çÿреме пуçланă. Вăрçă пуçлансан унăн ашшĕ тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Нимĕçсем Мускав патне çывхарсан пирĕн республикăра хÿтĕлев чиккисем тума пуçланă. Аслă кукамая та окоп чавма кайма повестка панă. Варвара Григорьевна тантăшĕ-сем - Серафима Павловна Павлова, Ольга Ивановна Иванова, Мария Константиновна Константинова тата ыттисем Энĕшпуçпе Элпуç ялĕсем çывăхĕнче ĕçленĕ. Хăйсемпе çимелли, çăпата илсе çула тухнă. Тепĕр чухне çимелли пĕтсен те 10 сехете яхăн ĕçленĕ. Парнене те тивĕçлĕ пулнă аслă кукамай. Хÿтĕлев чиккине туса пĕтерсен Варвара Григорьевна Йĕпреç районĕнче вăрман каснă фронт валли. Пушă вăхăтра алсасемпе нускисем çыхнă. Кĕркуннепе çуркунне аслă кукамай уй-хирте тăрăшнă. 1946 çулта ăна «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнчи хастар ĕçшĕн» медаль панă. 1953 çулта Федор Иванович Ивановпа çемьеленнĕ, 57 çул пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăннă. Вĕсем 6 ача çитĕн-тернĕ, Варвара Григорьевна, I тата II степеньсемлĕ «Амăшлăхшăн» медальне тивĕçнĕ. Ĕç стажĕ 50 ытла çул пулнă унăн, «Ĕç ветеранĕ» медальпе те хавхалантарнă ăна. Эпĕ аслă кукамайпа, кукаçипе мухтанатăп.

Арсений Алексеев. Чÿк-çырминче 1929 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче кун çути курнă аслă кукамай. 11 çулта пулнă вăл вăрçă пуçлансан. Пиччĕшĕсем, Мишшапа Çтаппан, фронта кайнă. Мишша каялла таврăнайман, хыпарсăр çухалнă.

Вăрçă çулĕсем йывăр пулнă, çимелли тата тăхăнмалли çитмен. Мăян вăрринчен çăнăх туса пĕлĕм пĕçернĕ, уй-хирте иртнĕ çулхи çĕрулмине пуçтарнă. Ача пулнине пăхмасăр аслă кукамай аслисемпе пĕрле тăрăшнă. Çичĕ класс кăна вĕренме май килнĕ ăна. «Хамăн шăпана кÿренместĕп, вăхăчĕ çапла пулнă, мана кăна йывăр килмен»,-тенĕ аслă кукамай. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 30, 40, 50, 55, 60 çул çитнĕ май» юбилей медалĕсем панă ăна. «1941 çулхи кĕркунне пĕр ял çыннисене хÿтĕлев чикки тума янă. Шартлама сивĕре ĕçленĕ. Кăвайт чĕртсе ăшăтнă çĕре, сантиметр хыççăн сантиметр чухлĕ аялалла анса пынă, йывăр лумсемпе, кувалдăсемпе чавнă»,-аса илнĕ иккĕмĕш сыпăкри тăван Мария Ивановна Косарева. Вăл 1924 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă.

Савелий Ефремов. Елизавета Степановна Степанова кукамайăн кÿрши пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл 10-мĕш класра вĕреннĕ. Çăлпуçпа Кĕрше ялĕсем хушшинче хÿтĕлев чикки тунă. 40 градус сивĕре те ĕçленĕ вĕсем. Пÿрнисем туйми пуличчен окопсем чавнă. Кĕреçесем, пуртăсем, лумсем, кувалдăсем алăран кайман. Çуллахи каникулта Елизавета Степановна Тутарстанри Кайпăç районне чугун çул тума çÿренĕ.

Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленнĕ. Тăшмансемпе çапăçнисемпе пĕрле тылрисем те çичĕ хут тар кăларса пулăшнă фронта.

Пирĕн çĕршыв чăтса, тÿссе ирттернĕ, хăрушлăхран хăтăлса юлнă çапла, çĕнтернĕ.

Поделиться:
Распечатать