1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 18 Апрель 2024 г.
16 апреля 2021 г. 15:16

Çулсене юсаççĕ, тасатаççĕ

Иртнĕ эрнеренпех Тăвай ялĕ хушшинчи тата Вăрмар енчи асфальтлă çулсене юсаççĕ. «СтройТЕК» ООО (хуçи А.В.Васильев) ĕçченĕсем, пысăк шăтăк-путăксене ятарлă «сивĕ» асфальтпа саплаççĕ. Малтанах унашкал шăтăк-путăка тасатаççĕ, вĕртерсе кăлараççĕ, кирлĕ пулсан газпа усă курса типĕтеççĕ те «сивĕ» асфальт хурса тикĕслеççĕ. Халĕ, çанталăк ăшăтса пынă май, вĕри асфальтпа усă курса та пысăк мар шăтăк-путăксене, çурăксене йĕркене кĕртме пуçăнасшăн çул-йĕр ĕçченĕсем, çул çÿрекенсене хăтлă условисем туса парасшăн.

Поделиться:
Распечатать