1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 10 Май 2024 г.
16 апреля 2021 г. 15:14

Космонавтика кунне халалланă

Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче тĕнче уçлăхне пуçласа Ю.А.Гагарин «Восток-1» караппа çĕкленнĕренпе 60 çул çитнине халалласа ятарлă выставка йĕркеленĕ.

Çак паллă кун, апрелĕн 12-мĕшĕнче, Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 5, 7, 10 класра вĕренекенсем космонавтсен кун-çулĕпе, космос историйĕпе паллашрĕç. Выставкăра кĕнекесем, тĕрлĕ вăхăтри хаçатсенчи статьясем, космонавтсен малтанхи отрядĕнчи сăн ÿкерчĕксем, космонавтсем çĕр çине анса ларсан усă курмалли тĕрлĕ енлĕ аппаратура та пур. Космонавт ентешсем çинчен нумай пĕлме пулать. Уйрăмах А.Г.Николаев çинчен чылай материал вырнаçтарнă. Галина Степанова учительница этем пĕрремĕш хут космоса вĕçнин 60 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ куравра кăсăклă тата ăс-тăна аталантаракан материал нумай вырнаçтарнине палăртрĕ. Тĕнче уçлăхĕ çинчен ĕмĕтленекенсен космоспа çыхăннă хăш-пĕр саманчĕсем çинчен панă ыйтăвĕсене те хуравлама лекрĕ ăна.

Çывăх вăхăтрах ытти классенче вĕренекенсем те космонавтика кунĕпе йĕркеленĕ выставкăпа паллашĕç.

Поделиться:
Распечатать