1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
16 апреля 2021 г. 15:10

«Шурă салтак тÿми» уйăхлăх вăхăтĕнче

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕнче ялти клуба пухăннисене Тушкилти врач амбулаторийĕн медсестри Г.В.Антонова «Сывлăх çĕршывне - çулçÿреве» мероприятие йыхравларĕ. Ытларахăшĕ кунта шкул ачисем пулчĕç.

Районта апрелĕн 20-мĕшĕччен туберкулеза хирĕç кĕрешмелли «Шурă салтак тÿми» ятпа уйăхлăх пырать. Туберкулез - хăрушă инфекци чирĕ. Чирлĕ çынсенчен тĕрлĕ майпа лекет. Вăл ÿсĕрнĕ, калаçнă чухне сывлăша микробактерисем сарăлаççĕ. Юнашар тăракан сывă çын сывласа илсе чирлеме пултарать, уйрăмах унăн иммунитечĕ хавшак пулсан.

-Сывлăшра уçăлса çÿрени, утни ÿпкене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшать,-калаçăва тăсрĕ Галина Витальевна.

Ачасене мĕншĕн кашни çулах Манту пробисем тунине каласа ăнлантарчĕ. Çак чир хăрушлăхĕ çинчен анлăрах пĕлччĕр тесе тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ.

Сывлăхлă пулас тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалли правилăсемпе паллаштарчĕ. Киревсĕр йăласем(туртни, эрех-сăра ĕçни тата ыт.те) организмшăн сиенлине палăртрĕ, çывăх çынсен сывлăхĕшĕн тимлеме манмалла марри çинчен те аса илтерчĕ.

Поделиться:
Распечатать