Мучар ялĕнчи вулавăшра ял çыннисемпе Галина Баданова «Туберкулез чирĕ тата унран сыхланасси» темăпа калаçу йĕркелерĕ. «Шурă салтак тÿми» уйăхлăхпа килĕшÿллĕн ирттерчĕ çак мероприятие фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ. Çынсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, памяткăсем пачĕ. Культурăпа библиотека ĕçченĕсен «Мифы и реальность о туберкулезе» викторини те пысăк активлăхпа иртрĕ. «Çакăн пек калаçусене ытларах хатĕрлесчĕ»,-терĕç пухăннисем.