1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
2 апреля 2021 г. 10:13

Ĕç объекчĕсенче ÿкернĕ

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн района Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн ÿкерÿ ушкăнĕ - Ульяна Питакова редакторпа Александр Отяков телеоператор килсе кайнă. Вĕсем Тăвай районĕнче пунăçа кĕртекен объектсенче пулнă, ÿкерсе илнĕ.

Малтанах ÿкерÿ ушкăнĕ Мучар ялĕнче пулнă. Кунта телеÿкеревçĕсене вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Артем Егоров ялпа паллаштарнă, паллă вырăнсем çинчен каласа кăтартнă. Журналистсем ялта пурăнакансемпе те тĕл пулса калаçнă. Хальхи вăхăтра вырăнти пуçарулăхпа Октябрьская урамри кÿлле тасатса типтерленĕ çĕре те çитсе курнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Михайловпа журналистсем таса мар шыва биологилле майпа тасатакан сооружение тунă çĕрте тĕл пулса калаçнă. Владимир Борисович вĕсене станцие тăвасси епле пурнăçланса пыни тата çавăн пекех вырăнти пуçарулăх никĕсĕ çинче Мучарпа Пуянкасси ялĕсенче кÿлĕсене тасатассипе епле ĕçлени çинчен каласа панă. Таса мар шыва биологилле майпа тасатакан станице тунă çĕрте хальхи вăхăтра, «Эколос-ПроектСтрой» ООО подрядлă организацийĕн асăннă участокри начальникĕ Александр Петров каланă тăрăх, строительствăпа монтаж ĕçĕсем малалла пыраççĕ, хальхи вăхăтра вара производствăпа склад çур- тĕнче отделка ĕçĕсем тăваççĕ.

Поделиться:
Распечатать