1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
2 апреля 2021 г. 9:43

Çар службинче палăрнисене халалланă

Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Хальхинче вара хăй вăхăтĕнче Чечен Республикинчи хирĕçтăрăва сирме хутшăннă ялти паттăр салтаксене халалласа пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе ăмăртусем иртрĕç.

Александр Волков (1980 çулта çуралнă) - вĕсенчен пĕри. Десантниксен машини çинче механик-водитель пулнă май вăл темиçе хутчен çапăçуран офицерсемпе салтаксене тĕрĕс-тĕкел илсе тухнă. 2000 çулхи çĕртме уйăхĕнчи РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Александр Анатольевича «Паттăрлăх» орденĕпе наградăланă.

Тепĕр Нăрваш каччи Михаил Григорьевич Ефимов та Чечняри событисене хутшăннă. БМП машина çинчи командир пĕр хаяр çапăçура мина осколкисемпе аманнă тата контузиленнĕ пулнă, 2004 çулта РФ Президенчĕн Указĕпе «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă ăна.

Вячеслав Михайлович Ефимов çар командованийĕн ятарлă заданине пурнăçласа Чечен Республикинче пулнă, пĕрре кăна мар пурнăçпа вилĕм хушшине лекнĕ. Унăн та кăкăрĕ çинче «Хăюлăхшăн» медаль йăлкăшать.

Ялти историпе асăну музейĕнче хирĕçтăрусене хутшăннă воинсене чысласа ятарлă стенд хатĕрленĕ, унта - 13 сăн ÿкерчĕк. А.Волковăн çар тумтирĕпе кăкăр çине çакмалли тĕрлĕ знаксем упранаççĕ.

Çар службин тивĕçне вĕри «точкăра» пурнăçланă маттур салтаксен ячĕпе йĕркеленĕ ăмăртусем 3 ушкăнра иртнĕ. 10-11 классем хушшинче чи маттуррисем: Алексей Михайлов, Никита Михайлов, Даниил Васильев, Александра Лукина, Нина Иванова, Ярмила Ярмулина.

8-9 классем хушшинче: Аркадий Ахматьев, Димитрий Иванов, Александр Петров, Регина Лукина, Оля Петрова, Эмилия Семенова, Кристина Кириенко.

5-7 классем хушшинче: Павел Владимиров, Стас Сергеев, Матвей Ахметов, Константин Иванов, Кира Кириллова, Анас-тасия Матвеева, Ольга Алексеева. Çĕнтерÿçĕсене шкул дирекцийĕ грамотăсем парса хавхалантарнă.

Поделиться:
Распечатать