1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
2 апреля 2021 г. 10:03

Кĕмĕл волонтерсем - конкурсра

Тĕнчипех чей ĕçме юратаççĕ. Ку вăл ĕçмелли шыв хыççăн иккĕмĕш вырăнта. Унăн тăван çĕршывĕ - Китай.Чăваш Енри Ĕçлев министерствин Тăвайри халăха социаллă пулăшу паракан центрта «Надежда» клуб членĕсем, кĕмĕл волонтерсем хушшинче «Чи тутлă та техĕмлĕ чей» конкурс иртнĕ. Чи малтанах пухăннисене центр ертÿçи М.А.Петрова саламланă, ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă. «Ял ĕçченĕ» хаçат редакторĕ Л.В.Якку, Тăвайри МФЦ ертÿçи Н.Ю.Перцев та хакланă конкурса хутшăнакансен пултарулăхне.

Кашнин чейнех тутанса пăхнă жюри членĕсем те, мероприятине килнисем те. Кашнин хăйĕн рецепчĕ, çавна май тути те расна. Тĕрлĕ курăксемпе, çырласемпе усă курнине, мĕнле хатĕрленине уçса панă. Конкурса хутшăнакан хĕрарăмсем чей вĕретнĕ вăхăтра йĕркелÿçĕсем викторина ирттернĕ. Мĕн чухлĕ усăлли, кăсăкли, çĕнни пĕлнĕ: хăш чечекрен, ÿсен-тăранран чей сиплĕ, мĕнле чир-чĕртен пулăшать, мĕнле савăтра вĕретмелле.

Техĕмлĕ те усăллă чей хатĕрлес тесен тем те пĕлмелле иккен. Ытлашши вĕри чей ĕçмелле мар. Нумай вăхăт ăшă вырăнта ларнă чейре микроорганизмсем ĕрчеççĕ. Е тата, нумай хутчен вĕретнĕ чей çулçинчен нимех те юлмасть. Пĕр талăк ларнă чей усăллă япаласене çухатать. Апатланас умĕн 20-30 минут маларах ĕçмелле ăна. Дегустаци хыççăн, кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ. Людмила Павловна Григорьеван «Иммунитетшăн» чейĕ пуринчен нумай сасă пухнă. Иккĕмĕшĕнче - Римма Антоновна Гуринапа (курăкпа çырларан) Ираида Кирилловна Галкинан (çăка чечекĕнчен). Кашнинех асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Юлашкинчен сиплĕ чейпе сăйланса ăшă калаçу малалла тăсăлнă. Сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă ĕç-хĕле çамрăксене ытларах явăçтарасси çинчен те сăмах пынă.

Поделиться:
Распечатать