1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
2 апреля 2021 г. 9:51

Вăрçă тата ĕç паттăрне сума суса

Çак кунсенче Тушкил ялĕнче астăвăмпа, вăрçă тата ĕç паттăрне хисеп тăвассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса иртрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă, Тăвай районĕн хисеплĕ гражданинĕ ята тивĕçнĕ ĕç ветеранне А.Ф.Егорова чысласа вăл пурăннă çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, унăн çумĕ - организаципе контроль тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Григорий Куклов, Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Трофимов, АПК ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Михаил Яковлев хутшăннă унта. Çавăн пекех АПК аталанăвĕн тата экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Елена Михайлова, АПК ветеранĕсем Виталий Синяков, Ной Ласточкин, район хаçачĕн тĕп редакторĕ Людмила Якку, Тушкилти вăтам шкул директорĕн çумĕ Анастасия Кузьмина çамрăк армеецсемпе, А.Ф.Егоровăн тăванĕсемпе ял çыннисем кăмăл тунă çак савăнăçлă саманта пĕрле пайлама.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов вăрçă тата ĕç ветеранне чыслассипе çыхăннă пулăм Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхĕн çулталăкĕнче пулса иртнине аса илтернĕ. Çак кирлĕ ĕçе пуçарса яраканĕн - агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен районти канашĕн ертÿçин Михаил Яковлевăн тÿпи пысăк пулнине палăртса хăварнă Владимир Борисович хăйĕн сăмахĕнче.

М.Я.Яковлев Алексей Филипповичăн ĕçĕ-хĕлĕ, унăн пархатарлă кун-çулĕ çинче чарăнса тăнă, пĕрле вăй хунă самантсене аса илнĕ. А.Ф.Егоров Тушкил ялĕнче 1924 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн колхозра вăй хунă. 1941-1942 çулсенчи хĕллехи тапхăрта Йăнтăрчă ялĕ тата Октябрь выçăлкки çумĕпе иртекен танксене чарма пултаракан хÿтлĕх сооруженийĕсем тунă çĕре тÿрремĕнех хутшăннă хастар çамрăк. 1942 çулхи август уйăхĕнче çар комиссариачĕ службăна чĕнсе илнĕ. Чăваш каччине Иваново облаçĕнчи Гороховец хулинчи артиллери полкĕн лагерьне вĕренме янă. Миномет расчечĕн командирĕнчен пуçланнă унăн çарти тивĕçĕ. Мĕн вăрçă пĕтичченех вăл Хĕрлĕ ялавлă Киев артиллери дивизийĕн 225-мĕш полкĕн 17-мĕш миномет бригадин командирĕ пулнă. Дивизи Тĕп Главнокомандованин тытăмĕнче шутланса тăнă.

Алексей Филиппович дивизипе çурçĕр-хĕвел-анăç фронтĕнчен пуçласа вăрăм та синкерлĕ çул утса тухнă. Курскпа Орел хулисене ирĕке кăларма хутшăннă. Румыни, Польша, Германи, Чехословаки çĕршывĕсенчи çапăçусенче хăюлăх кăтартнă. Львов хули çывăхĕнчи çапăçура вăл аманнă, госпиталь хыççăн каллех хăйĕн расчетнăй полкне таврăннă Тушкил паттăрĕ. Çĕнтерĕве Прага хули çывăхĕнче кĕтсе илнĕ.

Вăрçă хыççăн та салтак тивĕçне пурнăçлама пăрахман ентешĕмĕр. Беларуçри Речица хулинче артиллери полкĕн гварди старшининче службăра тăнă.

1947 çулта тинех тăван яла таврăнма май килнĕ А.Ф.Егоровăн. Уй-хир бригадин бригадирĕнче, парти организацийĕн секретарĕнче тăрăшнă вăл. Унтан парти обкомĕн курсĕнче, колхоз председателĕ-сене хатĕрлекен ял хуçалăх шкулĕнче вĕреннĕ. 1957 çулта ăна «Рассвет» колхоза ертсе пыма шаннă. 1971 çулчченех туртнă вăл çак çăмăл мар лава, хуçалăха тĕреклетсе мала ярассишĕн ырми-канми вăй хунă. Вăл пĕлсе ертсе пынипе, колхозниксем тÿрĕ кăмăлпа ĕçленипе хуçалăх экономики çултан çул тĕрекленнĕ, çынсен ырлăх-пурлăхĕ ÿссе пынă. 1971 çулта ăна ял Совечĕн председателĕ пулма суйланă.

Алексей Филипповичăн малашнехи ĕçлĕ кун-çулĕ ял Совет председателĕн (1971-1973 ç.ç.), экономист (1973-1984 ç.ç.) ĕçĕсемпе çыхăннă. 1984 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Нумай çул вăрçă, ĕç тата право органĕсен ветеранĕсен районти Совечĕн ĕçне тимлесе хутшăннă. 2012 çулхи октябрьте вăл пурнăçран уйрăлса кайнă.

Çарти паллă ĕçсемшĕн Алексей Филиппович Оте-чествăлла вăрçăн II степеньлĕ орденне, II тата III степеньлĕ «Мухтав», «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн çар наградисем çумне ĕç наградисем хушăннă: «За трудовую доблесть», «За трудовое отличие» медальсем. Çавăн пекех А.Ф.Егорова 1985 çулта Отечествăлла вăрçăн I степеньлĕ орденпа наградăланă.

Çакна палăртса хăварас килет: Алексей Филиппович çак чыса чăннипех те тивĕçлĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыва тăшмансенчен паттăррăн хÿтĕленĕ, мирлĕ ĕçре сулмаклă çитĕнÿсем тунă, хăй хыççăн ял-йышра ырă ят хăварнă. Унăн пархатарлă ĕçне ачасем, мăнукĕсем тăсаççĕ халĕ.

-Пирĕн юратнă аттене чыс тунăшăн, унăн ырă ĕçĕсене манманшăн, çутă астăвăмшăн чĕререн тав тăватпăр,-тенĕ Алексей Филипповичăн ывăлĕ Валерий Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче ăшă кăмăллă тĕлпулу вăхăтĕнче. Мероприятие хутшăннисем пурте пĕр кăмăлтан çакна та палăртса хăварнă: пирĕн производствăра малта пынă, орденсемпе медальсене тивĕçнĕ ентешĕмĕрсен ĕçе чунтан парăнни, вăрçă хирĕсенчи паттăрлăхĕ çамрăк ăрушăн кăна мар, ял хуçалăхне аталантарас ĕçре халĕ тăрăшакансемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Сăмах майăн палăртса хăварни вырăнлă пулĕ, А.Ф.Егоровăн асăну хăми АПК ветеранĕсен районти канашĕн пуçарăвĕпе юлашки çулсенче уçнă вунтăххăрмĕш пулчĕ.

Поделиться:
Распечатать