1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
2 апреля 2021 г. 10:11

Вĕренÿ семинарĕ йĕркеленĕ

Иртнĕ эрнере Шупашкарта обществăлла сăнав Штабĕсен ертÿçисем валли семинар йĕркеленĕ. Çапла майпа Чăваш Енре кĕркуннехи сасăлава хатĕрленме пуçларĕç те ĕнтĕ.

Тăвай районĕнче те, акă, обществăлла сăнавçăсем валли вĕренÿ семинарĕ иртнĕ çак кунсенче (сăн ÿкерчĕкре). Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 19-мĕшĕ - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйламалли кун. Кашни суйлав участокĕнчех республикăри Общество палати хатĕрленĕ никама пăхăнман сăнавçăсем пулаççĕ.

Сасăлав кунĕнче сăнавçăсен суйлав участокĕсенчи кирек мĕнле лару-тăруран тухмалли майсене татса пама хатĕр пулмалла. Тăвай районĕнче 30 суйлав участокĕ, кашнинче 2-шер сăнавçă пулĕ. Авăн уйăхĕччен республикăра 2000 ытла сăнавçă хатĕрлеме палăртнă.

Поделиться:
Распечатать