Шыв ыйтăвĕ пуриншĕн те малти вырăнсенчен пĕри тесен йăнăш пулмĕ. Шыв башнисемпе пăрăхĕсем çулсем иртнĕ май, хăйсен «ĕмĕрне» ирттерсе кивелсе çĕрĕшме пуçлаççĕ.
Акă, Сăхăтпуçĕнче те юлашки вăхăтра шыв пăрăхĕсем шăтнипе 7 хутчен те саплама тивнĕ. Хĕлĕпе юр нумай çурĕ. Сивĕ пулнипе çĕр те вăйлă шăннă. Çакăн пек условисенче «сиплев» ĕçне пурнăçлама пĕрре те çăмăл мар. Алă вĕççĕн тăваймăн юсав ĕçĕсене. Çавăнпа районтан темиçе хутчен те çĕр чавтарма ятарлă техника чĕнсе илме тивнĕ. Шăтнă шыв трубисене юсама материалĕ те кирлĕ. Çапла вара расхучĕ пысăклансах пырать.
Ĕлĕкхи чăвашсен ырă йăлине манăçа кăлармаççĕ сăхăтпуçсем. Тирпей-илем кÿме те ялта чылайăн тухаççĕ. Хальхинче те нимесĕр май килмерĕ. Карах тухрĕç шыв ыйтăвне татса пама ялти хастар арçынсем. Ятранах асăнса хăварар вĕсене. Уйрăмах Алексей Ильин, Виктор Гаврилов, Михаил Алексеев, Павел Винников, Сергей Иванов, Сергей Андреев, Андрей Шусев, Валерий Михайлов, Николай Андреев, Андрей Охотников, Юрий Андреев, Николай Васильев, Юрий Смирнов, Александр Касмыков, Валерий Чернов тата ыттисем те пуçаруллă пулчĕç.