Чăваш чĕлхи кунне халалласа Тăрмăшри культура çуртĕнче ĕçлекенсем ялти вăтам шкулти 7-8 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç (класс ертÿçисем - З.Григорьевапа Н.Разина). Культура çурчĕн ертÿçи Е.Матросова чăваш чĕлхин асамлăхĕ çинчен питĕ ытарлă каларĕ. Чăвашсем хăйсен çырулăхне ĕлĕкхи тĕрĕсенче те палăртнă, ăна вулама пултарнă.
Елена Николаевна асламăшĕн 1898 çулхи кĕпине ятарласа тăхăнса килнĕ, мĕншĕн тесен кĕпе çинче алăпа тĕрленĕ тĕрĕ нумай, кашни тĕрринех вуласа пăхма пулать иккен. Паллах, хальхи саспаллисемпе вулаймастăн вĕсене, авалхисемпе кăна, кунта тĕпчемелли, пĕлмелли пайтах. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: «Аваллăхсăр пуласлăх çук», тесе. О.Петрова концертмейстер масмаксемпе тухьясем пирки каласа ăнлантарчĕ, вĕсен тĕсĕсене танлаштарса кăтартрĕ. Олеся Владимировна çинчи кĕпе 1918 çулта ăсталанăскер, вăл та Е.Матросова кукамăшĕн, тухйине те ĕлĕкреххине тăхăннă. Л.Андреева библиотекарь хушпусене танлаштарчĕ, ĕлĕкхине тата хальхине, уйрăмлăхсем, паллах, пур. анчах та йăлтах аваллăхпа çыхăннă. Любовь Власовна чăвашла кĕнекесемпе те паллаштарчĕ. Ачасем тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç, авалхи тĕрĕсенчи çырулăхран тĕлĕнчĕç, вĕсене тĕпчемеллине те палăртрĕç.
Апла пулсан çавăн пек курав урокĕсен усси пурах, шухăшлама, танлаштарма, ĕçлеме вĕрентеççĕ. Паллах, чăваш юррисене те шăрантартăмăр. Тăван çĕре, тăван кĕтесе яланах асра тытасчĕ. Чăн чăваш чĕлхипе юратса калаçасчĕ.