Раççей Президенчĕ Владимир Путин йăлана кĕнĕ йĕркепе Федераци Пухăвне - чăннипе вара, Раççей Федерацийĕн пур гражданĕ патне те - çулленхи Çырупа тухрĕ, унта вăл çĕршыври лару-тăрăва, шалти тата тулашри политикăн тĕп çул-йĕрĕсене палăртрĕ.
Президент Çырăвĕ вăл - программăллă документ, унта çĕршыв аталанăвĕн стратегиллĕ çул-йĕрĕсене çывăх малашлăх валли кăна мар, нумай çуллăха палăртнă, вăл Раççее тĕреклетсе пырас, унăн гражданĕсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе федераци законĕсене çĕнетмелли конкретлă сĕнÿсемпе тивĕçтерет.
Çыру пур енлĕ те вăйлă пулса тухнă. Президент çĕршывăн малашлăх аталанăвĕн ыйтăвĕсем çине уçăмлă хуравсем пачĕ, влаçăн пур сыпăкĕ умне те конкретлă тĕллевсем лартрĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă çак мероприятие.