Тăвайри тĕп библиотекăна районти таврапĕлÿçĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Мероприятие районти краеведсен канашĕн председателĕ В.А.Александров уçрĕ. Тăвай ен историйĕнчи халиччен пичетре пулман тата паллă мар фактсем пирки каласа кăтартрĕ Василиий Анатольевич. Хальхи таврапĕлÿçĕсен кăсăк та тивĕçлĕ ĕçĕсене ăшшăн асăнчĕ.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ О.Ломоносов тухса калаçрĕ. «Таврапĕлÿçĕсем историри хăш-пĕр самантсене тĕрлĕ куçпа пăхаççĕ. Тавлашура вара тĕрĕслĕх çуралать»,-терĕ Олег Анатольевич.
Çакăн хыççăн тĕлпулăвăн хавхалануллă пайĕ пуçланчĕ. В.А.Александрова тата Э.С.Ушакова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ этнокультура деятелĕ», Л.Н.Данилована (Вăрманхĕрри), Е.М.Ильинана (Тăвай), П.А.Ишмякова (Çĕнĕ Ишпуç) «Хисеплĕ краевед» ятсем пачĕç, Тăвайри В.Я.Шакрова «Тăвай районĕн энциклопедийĕ» кĕнекене хатĕрлеме пулăшнăшăн Михаил Тинехпи ячĕллĕ диплом парса хавхалантарнă.
Тăвайри краеведени халăх музейĕн директорĕ В.Федоров Сăрпа Хусан таврашĕн-чи хÿтĕлев чиккисене тунă паттăрсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Таврапĕлÿçĕсем архивăн тĕп специалист-экспертне А.Г.Титована ку темăпа чылай ыйту пачĕç. Таврапĕлÿçĕсен пĕлтермелли нумай пулчĕ. Сăхăтпуçĕнчен килнĕ Л.И.Данилов Чĕмпĕрти таврапĕлÿçĕсен опычĕпе кĕскен паллаштарчĕ, унтан Тăвайри библиотекăна кĕнекесем парнелерĕ.
Иртнĕ çулсенче экспонатсемпе пуян пулнă Сăхăтпуçĕнчи музее çĕнĕрен йĕркелесе яма пулăшасса шанса калаçрĕ Т.М.Анисимова таврапĕлÿçĕ. Тепĕр ырă хыпар пулчĕ. Тăвайри Е.В.Школьников 2021 çулта «Тăвай» ятлă черетлĕ кĕнекине пичетлесе кăларнă. Кунта автор районта Чаппан вăрçи вăхăтĕнче персе пăрахнă çынсем çинчен çырса кăтартнă, Тăвай ялĕнчи хăш-пĕр ратнесен вăрăм ĕмĕрне сăнланă. Л.Данилова библиотекарь «Литературăллă Чăваш Ен» республикăри конкурса кĕнĕ, 2018-2019 çулсенче тухнă кĕнекесемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Тĕлпулу К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкне каласа панипе вĕçленчĕ. Унтан районти таврапĕлÿçĕ-сем тăтăшрах пуçтарăнса калаçма килĕшсе татăлчĕç.