1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
30 апреля 2021 г. 12:51

«Çар билетне те, орденне те типтерлĕн упратăп»

Юлия Михайлова Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Тăвай ялĕнче пурăнать. 1984 çултанпа пĕр улшăнмасăр 37 çул район больницинче юн тата ытти анализсем илекен лабораторире санитаркăра тăрăшать. «Типтерлĕ, хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлать»,—теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн, хĕрпе ывăлне аслă пĕлÿ пама пĕтĕм вăй-халне панă çирĕп кăмăл-туйăмлă хĕрарăм. Юлия Григорьевна вăрçă участникĕсен çемйинчен. Çак кунсенче вăл «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче пулчĕ. Унăн çывăх çыннисен кун-çулĕсем çинчен пычĕ пирĕн калаçу.

— Майăн 9-мĕшĕ çывхарнă май анне, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Александра Григорьевна Никифорова, каласа кăтартнисем куç умне тухаççĕ,—терĕ вăл. Аса илме юратмастчĕ çав çулăмлă çулсене. Хамăр питĕ ыйтнипе кăна хăш чухне калаçу çăмхине сÿтетчĕ.

Александра Григорьевна 1921 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕнче Шулай Кĕркурипе Агреппина Федоровнасен вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ялти 7 класс вĕренсе пĕтерсен, ытти çамрăксемпе малалла пĕлÿ илме Енĕш Нăрваш шкулне çÿ-реме пуçланă. Каярахпа пĕр урамри ачасенчен Римма Петровна Григорьева, Александр Петрович Буинцев, Нил Дмитриевич Казаков учителе вĕренсе тухса Тăрмăш шкулĕнче ĕçлени, ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшни çинчен каласа пани те асрах. Сăмах май, эпĕ хам та çак учительсен вĕренекенĕ пулнă.

Анне шкул хыççăн Канаш хулинчи медучилищĕне вĕренме кĕрет. Алла специальноç илсенех ялти çул çитнĕ çамрăксемпе пĕрле ăна та вăрçа илсе кайнă. 4-мĕш Украина фронтне лекет. Тăрмăш пики малтанах телефонист-радистсен курсĕнче пулать. Çыхăнупа тивĕçтернисĕр пуçне аманнисене çапăçу хирĕнчен илсе тухма та, медицина пулăшăвĕ те пама тивнĕ медсестрана вĕренсе тухнăскере. «Çыхăну аппарачĕ йывăрччĕ, темле пулсан та алăран яма юраман. Çанталăкĕ сивĕ пулнă. Пĕрре кăна мар вăрманта чăрăш тураттисем карса çĕр каçнă. «Сухой паек» паратчĕç. Сахăр, спирт пурччĕ унта. Эпир, хĕрсем, спирта сахăрпа улăштараттăмăр. Эх, мĕн чухлĕ хĕр тантăшăн куçĕсем вăхăтсăр хупăнчĕç, мĕн чухлĕ салтака çухатрăмăр»,—куççуль витĕр каласа паратчĕ анне.

Аннен çар билетне, аттен орденне паян кунчченех типтерлĕ упратăп. Алла тытсанах вĕри куççулĕ тăкăнать. Çар наградисем те сахалах пулман унăн: «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» медальсем çумне мирлĕ вăхăтра панă юбилей наградисем хушăннă тата.

Вăрçă хыççăн çамрăк хĕр Нăрваш Сали больницине ĕçлеме вырнаçать. Смена ĕçне вĕçлесен, килне мар, колхоза бригада ĕçне васканă вăл. Яваплăхне кура бригадир ĕçне шанаççĕ ăна ертÿçĕсем. 1947 çулта Григорий Никифоров фронтовикпа мăшăрланаççĕ. Çĕнĕ çурт лартса, çемье уйрăлса тухать. Тепĕр çултан йыш хушăнать.

Аттене Григорий Никифоровича, 1944 çулта çапăçу хирĕнче йывăр аманнă хыççăн, госпитале сиплеме хунă, анчах суранĕ-сем тÿрленсех çитейменнипе киле ямалла тунă. Ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа наградăланă. Анчах та вăл 1961 çулта ÿтри осколокне кăларнă чух Канаш больницинче операци сĕтелĕ çинчех вилсе кайнă. Ун чухне эпĕ 4 çулта пулнă, чи кĕçĕнни — 10 уйăхра. Çапла вара анне 4 ачапа тăрса юлать. Темле йывăр пулсан та пурнăç урапи малаллах чупать. 1978 çулта çемьене пысăк хуйхă килсе çапать. Улатăр хулинче вĕреннĕ кĕçĕн хĕрĕ Людмила минингит чирне пула общежитинчех вилсе каять. Аннен сывлăхĕ чылай хавшарĕ çакăн хыççăн. 75 çула кайсан чĕри тапма чарăнчĕ.

Часах нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 76 çул çитет. Юратнă аннемĕр Александра Григорьевна çĕнтерĕве Германире кĕтсе илнĕ. Резервра тытса тăнипе 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче кăна тăван яла таврăннă салтак тумĕллĕ хĕр.

Сăмах майăн, çакна та асăнса хăварас килет. Манăн кукаçипе кукамайăн чĕрисем мĕнле чăтнă-ши? Ултă хĕртен çул çитнипе виççĕшне фронта ăсатнă вĕсем. Анне иккĕмĕш пулнă. Асли Феодосия медсестрана вĕреннĕ. Йăмăкĕ Калерия та аслă аппăшĕсенчен тĕслĕх илсе малашлăхне сывлăха сыхлас ĕçпе çыхăнтарнă. Унăн та ячĕ тухнă вăрçа кайма. Турра шĕкĕр, виçĕ хĕрне те тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илнĕ вĕсем. Калерия 24-мĕш Тинĕс авиаци базинче санитари службине ертсе пынă. Облаçри хаçатра хăюллă медсестра çинчен самай çеç пысăк статья сăн ÿкерчĕкпе пичетлесе кăларнă.

Аннепе аттен сăн ÿкерчĕкĕсем «Они сражались за Родину. Янтиковский район» Астăвăм кĕнекинче пур.

Анне пенсие тухичченех Ленин ячĕллĕ хуçалăхра ĕçленĕ. Кăçалхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче çуралнăранпа 100 çул çитет.

Манăçа кăларар мар çĕнтерĕве туптанă вăрçăпа тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне.

Поделиться:
Распечатать