1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
30 апреля 2021 г. 12:45

Чернобылецсене чысланă

Чернобыль инкекĕ пирĕн тавралăхпа, çут çанталăкпа çăмăлттайла, пĕр шухăшсăр тата чунсăр пулмалла маррине аса илтерсе тăракан сÿнми вучах пулса тăрать. 35 çул иртрĕ Чернобыльти атомлă электростанцире пĕтĕм тĕнчене кисретнĕ хăрушă инкек пулнăранпа, аварие пĕтернĕренпе. Анчах тата вун-вун çул хыçа юлсан та этемлĕхшĕн çак тÿрленми суран çаплипех чун-чĕрене ыраттарса тата ăша вĕçтерсе, хумхантарса тăрĕ.

Тăвай районĕн администрацийĕнче те акă апрелĕн 26-мĕшĕнче Чернобыльти атомлă электростанцири пысăк инкеке пĕтерме хутшăннă район çыннисене чысланă.

—Эпир сирĕн паттăрлăха нихăçан та манмăпăр. Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, ырă пурнăç, таса тÿпе сунатăп,—тенĕ чыслава хутшăннă чернобылецсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов.

Шел, хăйсен сывлăхне шеллемесĕр хăрушă инкек сиенне пĕтерме хутшăннă паттăрсен йышĕ катăлсах пырать. Районта халĕ вĕсем пурĕ 10-нăн пурăнаççĕ: Леонид Максимов, Петр Кайсаров, Николай Козлов (Тĕмер), Валерий Кузьмин (Йăнтăрчă), Геннадий Лаврентьев (Вăрманхĕрри), Олег Никоноров (Тăрмăш), Юрий Васильев, Борис Родионов (Сăхăтпуç), Анатолий Федоров (Енĕш Нăрваш), Сергей Шалыгин (Тăвай). Вĕсене 35 çулхи юбилей ячĕпе медальсем панă. Пĕтĕмпе вара Чернобыльти атомлă электростанци зонинчи ĕçсене йĕркене кĕртме пирĕн районтан 18-ăн хутшăннă пулнă.

Чернобылецсем Тăвай ялĕнчи Мухтав монуменчĕ патне чечексем хунă.

Поделиться:
Распечатать