1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
30 апреля 2021 г. 12:53

Тĕллев — пысăк тухăçшăн

Районта 2021 çулхи пысăк тухăçшăн пыракан кĕрешÿ иртнĕ эрнерех пуçланнă ĕнтĕ. Çĕрĕçлекенсем кĕр калчисемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантараççĕ, сÿрелесе нÿрĕк хуплаççĕ, культиваци туса çĕр хатĕрлеççĕ, акаççĕ. Çапла апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне 1800 гектар çинчи кĕр калчисене тата 1020 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене удобрени парса апатлантарнă, курăксемпе кĕр калчисене пиншер гектар сÿреленĕ. Çĕртме сухине те 2685 гектар çинче сÿрелесе нÿрĕк хупланă. Тухăçшăн пыракан кĕрешÿре нÿрĕке упраса хăварасси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çĕр ĕçченĕсем лайăх ăнланаççĕ, уншăн пикенсех тăрăшаççĕ. Çĕр пулса пынă май, уйсене культиваци агрегачĕсем çĕр кăпкалатса хатĕрлеме тухнă. Вĕсем хальлĕхе 590 гектар çĕре акма хатĕрленĕ, кунашкал лаптăксем куллен хушăнса пыраççĕ. Культиваци туса кăпкалатнă лаптăксене вăрах типĕтсе вырттармаççĕ, çийĕнчех çурхи культурăсем акаççĕ. Çапла ĕнерхи кун тĕлне пурĕ 235 гектар çурхи тĕш тырă культурисем тата 10 гектар нумай çул ÿсекен курăксем акнă. Ку енĕпе Андрей Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕпе «Акконд-агро фирма» акционерлă общество хастар ĕçлеççĕ. А.Моряков ХФХнче, сăмахран, 30 гектар çурхи тулăпа 50 гектар пăрçа акнă. Аккондçăсем вара малтан сĕлĕпе урпана вырăн панă. Вăрлăхпа пĕрле минераллă удобрени варăнтараççĕ.

Андрей Николаевич Моряков кăçал пурĕ 600 гектар, «Акконд-агро фирма» АО 880 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акма палăртаççĕ. Çакăнсăр пуçне аккондçăсем кукуруза 300 тата 200 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, хăйхальлĕн 290 гектар нумай çул ÿсекен курăксем акаççĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, пысăк тухăç хăй тĕллĕн пулмасть. Çавăнпа çураки пысăк тимлĕх ыйтать.

Поделиться:
Распечатать