1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
9 апреля 2021 г. 10:23

Алексей Петров - Раççей чемпионĕ

Çак кунсенче Ханты-Мансийск хулинче биатлон енĕпе иртнĕ Раççей чемпионачĕ район çыннисене те спорт каналĕсемпе тÿрĕ эфирта кăтартакан ăмăртусене пăхма йыхравларĕ.

Йăнтăрчă ялĕнче çуралса ÿснĕ Альбина Николаевна Семенован (халĕ Лапсарта пурăнать) хĕрĕ Татьяна Акимова тата Тĕмер шкулĕнче вĕреннĕ Сергей Васильевичпа Альбина Алексеевна Петровсен (хальхи вăхăтра Канашра пурăнаççĕ) ывăлĕ Алексей Петров та хутшăнаççĕ-çке унта. Малтанах Т.Акимова хĕрарăмсен эстафетинче иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнчи арçынсен эстафетипе (4х7,5 км) вĕçленнĕ чемпионат чăннипех савăнăç кÿчĕ биатлон спортне кăмăллакансене те, А.Петровăн ентешĕсене те. 17 команда хушшинче питех те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. А.Бабчинпа, А.Бабиковпа, Э.Латыповпа пĕр ушкăнри Алексей Петров тĕл перессипе те, хăвăрт чупассипе те ыттисемпе пĕр тан кĕрешрĕ, 4 этапĕнче те малти вырăна алăран вĕçертмерĕ команда. 2019 çулта кĕмĕл призерсем пулнă пулсан, кăçал ылтăн медаль çĕнсе илсе Раççей чемпионĕсем пулса тăчĕç. Алексей çак партнерсемпех 2018 çулхи авăн уйăхĕнче «Роллеры.Эстафета (4х7,5 км)» дисцип-линăра Раççей чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

А.Петровăн спортри çитĕнĕвĕсен пухмачĕ çуллен медальсемпе пуянланса, пултарулăхĕ ÿссе пырать. Вăл пушкăрт хĕрĕпе çемье çавăрнă, хĕр пĕрчи икĕ çултан иртнĕ.

Поделиться:
Распечатать