1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
9 апреля 2021 г. 10:27

АСТĂВĂМ – ĂРУРАН ĂРĂВА

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев чиккине тăвакансен тата пĕтĕм тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне ĕмĕрех асăнма Тăвайран Улянкă ялнелле тухса кайнă вырăнта «Тыл ĕçченĕсене» ятлă стела туса лартнă. Район территоринче окопсем чавакансем тĕрлĕ районсенчен пулнă. Паллах, тĕрлĕ сăлтавсене пула кашни кунах ĕçлекенсен шучĕ улшăнсах тăнă. Калăпар, раштавăн 7-мĕшĕнче Канаш районĕнчен 3325 çын ĕçленĕ, Красноармейски районĕнчен 3218 (раштавăн 1-мĕшĕ), Шăхасан районĕнчен 4150 (чÿкĕн 22-мĕшĕ), Тăвай районĕнчен 3501 (раштавăн 6-мĕшĕ). Хÿтĕлев чиккине тăвакансем чăтма йывăр чăрмавсене пăхмасăрах паттăрлăх кăтартса çак ĕçсене туса ирттернĕ: Канаш районĕн çыннисем (Тăвайĕнчен Кивĕ Пуянкасси ялĕ еннелле) 13,3 км танксене чармалли чăрмавсем (вăл шутра окопсем те), 104 хÿтĕлев сооруженийĕ, 67 çĕр пÿрт тунă, 168,6 пин кубла метр çĕр кăларнă. Çав ĕçсенех Красноармейски районĕн çыннисем (Çĕнĕ Пуянкассипе Элпуç тăрăхĕнче) 10,6 км, 72 тата 29, 147,9 пин кубла метр, Шăхасан районĕ (Тăвай, Çăлпуç, Мучар еннелле) 12,9 км, 79 тата 57, 156,2 пин кубла метр, Тăвай районĕ (Тенеяль тăрăхĕнче) 16,4 км, 108 тата 8, 165,1 пин кубла метр пурнăçланă. Вăл вăхăтри документсене вуласан Хусан хÿтĕлевĕн (обвод) тăршшĕ 434 км (Мари, Чăваш, Тутар çĕрĕсем çинче) пулни паллă, вăл шутра Чăваш Республикинче (Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар, Тăвай районĕсенче) танксенчен хÿтĕленмелли 103 км тарăн канав (халăхра окоп тетпĕр), Тăвай районĕнче – 30 км (Д.В.Алексеев хатĕрленĕ карта тăрăх). Танлаштарма: Эль шывĕ район тăрăх 29, 3 км юхса выртать, район лаптăкан виçи – çурçĕртен кăнтăралла – 34 км, хĕвелтухăçĕнчен анăçалла – 27 км. Пĕрремĕш ĕçсене Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче пуçланине калаççĕ. Унчченхи Шăхасан районне (1935-1956) хальхи Вăрнар районĕн ялĕсем кĕнĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи çынсем те Нÿшкассипе Элпуç çывăхĕнче тар тăкнă. Çавăнпа та асăну палăкне Тăвай тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккине тунă, тылра ĕçленĕ кашни çынна халалланă.
Йышăну. 2010 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине ирттерсе яма çирĕплетнĕ йĕркелÿ ушкăнĕн (ертÿçи Н.И.Иванов – район администрацийĕн пуçлăхĕ) анлă ларăвĕнче «Тыл ĕçченĕсем» стела туса лартма йышăннă. Хĕллехи уйăхсенче эскизсем ÿкерме тÿр килнĕччĕ. 6-7 эскизран пĕрне суйласа илнĕ. Вырăнне палăртнă. Тĕрлĕ харпăрлăхлă организацисене стела тума, ăна вырнаçтарма, тавралăха илем кĕртме май кирлĕ таран пулăшу пама сĕннĕ. 2009 çулта организацисенчен тата халăхран Çĕнтерÿ юбилейне уявлама пуçтарнă укçаран 15 пин тенкĕ уйăрнă. Вăл укçана мрамортан тунă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕшĕн тата информаци хăмишĕн, сăрăсемшĕн тÿленĕ.
Ниме. Район центрĕнчи организацисем пĕри те турткаланса тăман. Ертÿçĕсемпе тĕл пулнă, калаçнă, тунă. Епле урăхлăрах пулччăр-ха вĕсем, фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен ачисем! Райпо (В.Н.Федоров), «Акконд-агро» фирма (В.П.Иванов, В.И.Саперов) сварка ĕçĕсем туса, Дорстрой (В.В.Васильев) рельссемпе, тимĕр юпасемпе, плиткăсемпе, вĕсене сарассипе, вăтам шкул (А.Н.Кириллов) швеллерсемпе, кирпĕч завочĕ (Е.И.Федотова) сăнчăрсемпе, МСО (А.К.Муханов) бетон растворĕпе, «Сельэнерго» (Н.П. Смирнов) чавакан машинăпа укçа ыйтмасăр тивĕçтернĕ. Тимĕр швеллерсене, юпасене çĕр ăшне чиксе бетонпа тултарас, палăкăн пĕтĕм пайĕсене сăрлас ĕçе вĕрентÿ пайĕн тĕп бухгалтерĕ В.А.Александров, А.А.Николаев, В.В.Григорьев водительсем, ДЮСШ рабочийĕ Н.Н.Петухов пурнăçланă.
Уçни. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче стела уçнă ятпа митинг иртнĕ. Палăк умĕнче Тăвайри вăтам шкул ачисем хисеплĕ караулта тăнă, кунтах Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Çĕнтерÿ ялавĕсем вĕлкĕшнĕ. П.М.Меркурьев хÿтĕлев чиккине тăвакансене халалланă диорамăпа усă курса хатĕрленĕ баннер уяв самантне илемлетнĕ. Митинга пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И.Иванов, тыл ĕçченĕсем М.Я.Сорокина, М.М.Катякова (Тăвай), Н.Г. Григорьева (Канаш районĕ), М.И.Сурмин пенсионер (Йăнтăрчă), Канаш тата Тăвай районĕсен, Канаш хулин çар комиссарĕ Ю.В.Барышов, запасри подполковник Н.А.Степанов тухса калаçнă. Хаяр та асаплă çулсене аса илнĕ хыççăн çынсен кăмăлĕсене çемçетме Тăвайри вăтам шкулти хĕрачасен ушкăнĕ, кунтах вĕренекенсем А.Шибалова, Л.Майраслова, А. Михайлова, А. Александров, директор çумĕ С.В.Николаева, Г.Я.Гаврилов (Тăвай ялĕ), А.Степанов (Енĕш Нăрваш шкулĕ) юрă-сăвă парнеленĕ. Юлашкинчен тыл паттăрĕсене сума суса янкăр та мирлĕ тÿпене фейерверк çутипе ялкăштарнă, стела çумне чечексем хунă.
Сумлă хăнасем. Митинга районти вăтам шкул ачисем, вĕрентекенсем, район центрĕнчи организацисемпе учрежденисенче тăрăшакансем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, ялсенче пурăнакансем йышлăн хутшăннă. Чи сумлă хăнасем вара – хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă паттăрсем. Канаш районĕнчен килнĕ ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.П.Петров пуçтарса килнĕ. Вĕсем хушшинче Нина Григорьевна Григорьева (02.11.1924- 27.02.2019, Уçырма), Ольга Ивановна Григорьева (13.07.1924 - 24.12.2019, Ăвăспÿрт Кипеч), Анна Спиридоновна Спиридонова (07.12.1923 - 26.11.2015, Хунав). Хамăр районтан: Зоя Ивановна Ефимова (24.11.1924 - 22.04.2020, Тушкил), Антонина Александровна Иванова (07.03.1924 - 18.08.2020, Элпуç), Антонина Степановна Ильина (07.06.1922 – 24.09.2019, Тĕмер), Матрёна Михайловна Катякова (12.06.1926 – 08.10.2017, Тăвай), Мария Яковлевна Толкова (Сорокина) (26.12.1924 – 29.10.2018, Тăвай), Серафима Спиридоновна Кумысова (24.12.1923 - 06.09.2011, Йăнтăрчă), Александра Григорьевна Максимова, (27.12.1925, Тăрмăш).
Палăкăн пайĕсен пĕлтерĕшĕ. Танксене чарса лартмалли чĕрĕп (160х170см). Вăл – виçĕ рельс татăкĕсенчен шăратса çыпăçтарнă ултă вĕçлĕ конструкци. Кун пек чĕрĕпсемпе иртнĕ вăрçăра тăшмансен танкĕсене чарса лартма анлăн усă курнă. Мускава хÿтĕленĕ çĕрте кăна нимĕç танкĕсене путлантарса лартма 40 пине яхăн çак хÿтĕлев хатĕрĕпе усă курнă. Чĕрĕп – шанчăклă сыхлăха, хÿтĕлеве пĕлтерет. Вăл – хÿтĕлев чиккин символĕ!
Стелăна хăйне çÿлти вĕçĕсене шĕвĕртнĕ, пĕлĕтелле çĕкленекен икĕ П саспалли манерлĕ швеллерсенчен тунă, унăн çÿллĕшĕ 4,5 метр. Çак хĕç фронтри салтаксемпе тыл ĕçченĕсем пĕрле çĕнтерÿ туптанине пĕлтерет. Ку вăл – Çĕнтерÿ хĕçĕ. Кун пек символа Волгоград хулинчи «Родина-мать зовет!», Берлинти «Воин-освободитель», Магнитогорскри «Тыл-фронту» палăксенче мăнаçлăн кăтартнă.
Палакăн çÿлти пайĕнче мрамортан туса хатĕрленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне вырнаçтарнă. Вăл стела çак вăрçăпа çыхăннине уçса парать. Ку орден иртнĕ вăрçăра паттăрсене чысламалли пĕрремĕш награда пулнă. Çавăн пекех вăл степеньлĕ орденсенчен пĕрремĕшĕ. Тата тепĕр унăн уйрăмлăхĕ – ытти орденсене награда илнĕ ветеран пурнăçран уйрăлса кайсан патшалăха тавăрса памалла пулнă пулсан (1977 çулччен), кăна çемьерех хăварнă.Пĕрремĕш наградăна Харьков енчи çапăçусенче палăрнă артиллеристсем тивĕçнĕ.
Чĕрĕп çинчи мрамор плити çине çапла çырнă : «Здесь с 25 октября 1941-го по 25 января 1942 года героическим трудом чувашских крестьян-колхозников была построена линия обороны». Кĕске предложенире питĕ анлă пĕлтерÿ: ăçта, хăçан, камсем мĕн тунă.
Палăк лаптăкне бетон плитасем сарса, йĕри-тавра пĕчĕк тимĕр юпасем лартса, вĕсене сăнчăрсемпе сыпăнтарса илем кĕртнĕ. Сăнчăрсен хăйсен пĕлтерĕшĕ – ку вăл ăрусен татăлман çыхăнăвĕ.
Çамрăксем аслă ăрăвăн паттăрлăхне манмаççĕ. Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем палăка пăхса тăрса тирпей-илем кÿреççĕ, хĕлле юртан тасатаççĕ. Кашни çулах кунта ытти шкулсен ачисемпе пĕрле çу уйăхĕн 7(8) – мĕшĕнче иртекен митингра «Живи и помни» юрă конкурсăн çĕнтерÿçисем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çамрăк йĕлтĕрçĕсем хÿтĕлев чиккипе Нюшкассинчен стела патне çитиччен чупса тухаççĕ, 2005 çултанпа пине яхăн вĕренекен хутшăннă. Нÿшкасси, Элпуç, Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкасси, Тăвай ялĕсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене сума суса лартнă палăксем умĕнче митингсем ирттереççĕ. Çу уйăхĕнче велосипедсемпе тата авто-машинăсемпе районти палăк-сем патĕнче пулнă хыççăн стела патне пуçтарăнаççĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхĕн çулталăкне халалласа шкулта çамрăк тĕпчевçĕсен отрячĕ ĕçлет, кашни класс видеоролик, альбом пухса хатĕрленĕ. /керчĕксен, сăвăсен, сюжетлă композицисен конкурсĕсенчи пахалăхлă ĕçсемпе усă курса ятарлă кĕтес йĕркелесшĕн.
Вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, аслă ăрури çывăх çыннисем çамрăксене иртнĕ вăрçăра паттăрлăх кăтартнă тыл ĕçченĕсене ялан асра тытма, йывăр самантсене парăнтарма, вĕсенчен тĕслĕх илме вĕрентме тăрăшаççĕ.

Поделиться:
Распечатать