1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
9 апреля 2021 г. 10:46

Ĕçлĕ визитпа Тăвай енре

Ытларикун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинчи пурăнмалли çурт-йĕр Патшалăх инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Ломоносов, район ертÿçи Александр Шакин тата «Коммунальник» общество директорĕ Юрий Ефимов хутшăннă ĕçлĕ калаçăва (сăн ÿкерчĕкре).

Пысăк хăна «Коммунальник» общество ĕçĕпе вырăна тухса паллашнă. Тăвай районĕн территорине тирпей-илем кĕртмелли икĕ уйăхлăх ирттерес ыйтăва хускатнă.

Район 2020 çула ăнăçлă вĕçленĕ, экономика малалла аталаннă, пурнăç условийĕсем çĕнелнĕ. Пĕлтĕр Тăвай енĕн пĕрлештернĕ бюджетне тупăшсем 495 миллион та 193 пин тенкĕ е умĕнхи çулхи çак тапхăртинчен 44 миллион та 701 пин тенкĕ нумайрах пырса кĕнĕ.

2021 çулта пирĕн умра пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Экономикăн пур отраслĕнче те ку таранччен тунă çитĕнÿсене, производствăпа экономика кăтартăвĕсене çирĕплетсе хăварса шанчăклăн малалла кайса пыма вăй хумалла, инвестици проекчĕсене çине тăрса пурнăçа кĕртмелле, нумай хваттерлĕ çуртсемпе картиш территорийĕсене, хăш-пĕр культура çурчĕсен умĕсене хăтлăх кÿмелле, Тăвайри таса мар шыва тасатакан станцине хута ямалла, культура çурчĕпе краеведени музейне юсаса лайăхлатмалла, икĕ вĕренÿ учрежденине тĕпрен юсамалла, тăватă ФАП, пĕр врач амбулаторийĕ тумалла тата ытти те.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе те тимлеççĕ. Тăвай енре иртнĕ çул ялти юсавпа техника территорийĕнчи 28-мĕш çурта çĕнетнĕ. Кăçал Ленин проспектĕн-чи нумай хваттерлĕ тăваттăмĕшпе вăтăр çиччĕмĕш номерсемлĕ çуртсене тĕпрен юсама пуçламалла тата ытти тĕллевсене палăртнă.

Поделиться:
Распечатать